Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Акана хатĕр-и?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çирĕплетнĕ хушупа килĕшÿллĕн паянтан – пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленнине комиссипе йышăнас ĕç пуçланнă.

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен пыракан çак ĕçе йĕркелесе пыма ял хуçалăх пайĕн начальникне Петр Тремасова çирĕплетнĕ. Комисси акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе çак вăхăтчен мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе саппасланас ĕç мĕнле пынипе кăсăкланĕ.

Конкурс çĕнтерÿçи

Хурт-хăмăр отрасльне малалла аталантарас, вĕлле хурчĕсене упраса хăварас тĕллевпе Патăрьелти агротехникумра пулса иртнĕ Чăваш Енри хурт-хăмăрçăсен форумĕ çÿллĕ шайра иртнĕ.

Утарçăсем республикăри районсенчен анчах мар, Тутарстанран, Мордовирен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен килсе çитнĕ.

Кунта «Чи лайăх пыл – 2019 конкурс» та йĕркеленĕ. Унта Тÿскел ялĕнче пурăнакан Михаил Разумов хутшăнни тата вăл пĕрремĕш вырăна йышăннине палăртма вара уйрăмах кăмăллă пулнине пĕлтеретпĕр.

Акци пырать

Пуш уйăхĕн 16-27-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акци пырать.

Районта асăннă акципе килĕшÿллĕн полици уйрăмĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Унта хаçат вулакан та хутшăнма пултарать: наркотик хатĕрлессипе е сутассипе çыхăннă информацие шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле. Хыпарлаканăн ячĕ вăрттăнлăхра юлĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Раççейре – призер

Пуш уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Новосибирск хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри первенстви иртнĕ.

Унта Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Анастасия Лапшина 18 çула çитичченхи хĕрсем хушшинче тупăшса 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ кĕрешÿри малтанхи утăмĕсене Иван Егоров тренер пулăшнипе тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code