Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Усăллă тĕл пулу

Усăллă тĕл пулу

Çĕршыва хỹтĕлекенсен çулталăкĕ хăех кăçалхи çул пĕлтерĕшĕ çинчен калать. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта çак паллă çулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Кашни çулах Афган вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулу иртет пирĕн шкулта. Кăçал та эпир хамăр патне хăнана Афган вăрçин ветеранне, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн округри уйрăмĕн председательне, Афган вăрçин инваличĕсен округри пĕрлĕхĕн ертỹçине Петр Анисимова чĕнтĕмĕр. Унăн ачасене каласа памалли нумай. Чылай çул иртнĕ пулсан та чĕрере суран сипленмест. Пĕрле пулнă юлташĕсене çухатнине салтаксем питĕ йывăрпа аса илеççĕ.

Петр Ильич пире салтак пурнăçĕ, Афган çĕршывĕн илемлĕ çут çанталăкĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Видеороликсем пăхнă май унăн куçĕ шывланчĕ. Салтак темле йывăрлăха та çĕнтерет, нумай чухне ăна пурнăçра юрă пулăшнине те пĕлтерчĕ ĕнерхи салтак. Эпĕ вара уявра гитарăпа патриотла юрă шăрантартăм. Салтак пурнăçĕнче гитара пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ ветеран. Гитара выляса юрă юрлакан юлташĕсене куç умне кăларчĕ, вĕсем çинчен ăшшăн аса илчĕ.

Тĕл пулу питĕ усăллă иртрĕ: эпир Афган вăрçин паттăр салтакĕсем çинчен тата та ытларах пĕлтĕмĕр.

Александр КУЗЬМИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code