Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă ачисене» – хушма çăмăллăх

«Вăрçă ачисене» – хушма çăмăллăх

Çак категорие СССР тапхăрĕнче 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă граждансем кĕреççĕ.

Февраль уйăхĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Ĕçлев Министерстви «вăрçă ачисене» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе пулакан тăкаксен 25 процентне укçан саплаштарма компенсаци пама сĕннĕ. Çапла вара «вăрçă ачисем» тÿлевĕн çак тĕсĕсемшĕн компенсаци илме пултараççĕ:

– пурăнмалли çурт-йĕре, коммуналлă хваттерсенче йышăнакан лаптăка тара илнĕшĕн тата тытса тăнăшăн тÿлекен тÿлевшĕн;

– нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама пухакан тÿлевшĕн;

– коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн /газшăн, электроэнергишĕн, хутса ăшăтнăшăн, шывшăн тата шыва юхтарса кăларнăшăн, çÿп-çапшăн/.

Централизациленĕ майпа ăшăтман çуртсенче пурăнакансемшĕн, топливо тата ăна илсе килме усă куракан транспорт хакĕшĕн саплаштару укçине тÿлеме палăртнă.

Гражданинăн çÿлерех асăннă укçа-тенкĕ тÿлевне темиçе сăлтавпа илме право пур пулсан вăл вĕсенчен пĕрне суйласа илме пултарать – е тыл ĕçченĕ евĕр, е ĕç ветеранĕ пек. Енчен те «вăрçă ачисем» статуслă çын хăйĕн валли малтан усă курнă çăмăллăхах сыхласа хăварать пулсан унăн ниçта та кайса çÿремелле мар. Енчен те вăл улăштарас шухăшлă пулсан унăн МФЦран е социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пулăшу ыйтмалла.

«Вăрçă ачисем» асăннă пулăшусемпе июлĕн 1-мĕшĕ хыççăн усă курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code