Кирук улттăмĕш урок вĕçленсен сумкине çакса тухрĕ те тÿрĕ урампа хăйсен ялĕ еннелле васкарĕ. Çанталăкĕ паян ирех юр вĕçтеретчĕ те – халь вара тăман тухасшăн курăнать. Вăйлă çил пÿрт тăррисенчи юра явкаласа хăвса антарать те, шурă çĕлен евĕр, урамри çул тăрăх кукăрăла-кукăрăла, айлă-çийлĕ вĕçтерет. Сывлăш та сивĕ паян. Ялне çитме вара виçĕ çухрăм ытла утмалла-ха арçын ачан. «Ялта та кун пек пулсан хирте мĕнле-ши?» – пăшăрханса шутларĕ вăл.
Хăйсен ялĕнче пуçламăш шкул кăна, çавăнпа арçын ача вĕренме 7-мĕш класа кÿршĕ яла çÿрет. Вĕсем, кÿршĕ яла çак класа çÿрекенсем, виççĕн-ха, анчах Ванюш паян шкула темшĕн килмен, Вера вара çанталăк начаррипе тăванĕсем патне каятăп терĕ. Çавăнпа Кирук пĕчченех ялне кайма тухрĕ. Хăнăхнă çул-ха вăл, 5-мĕш класран тытăнсах чупаççĕ-ха унпа вĕсем кÿршĕ яла. Темле çанталăкра та çÿренĕ, паянхи пекки те чылай пулкаланă.
Арçын ача ялтан тухнă çĕре раштав тăманĕ тата вăйлă çĕкленчĕ, пит-куçа çапса юр çăвать, йĕпетет. Çĕлĕкне çамки çинелле пусса антарчĕ, ун хăлхисене янах патĕнчен кантрисемпе çыхса ячĕ. Ялтан тухрĕ. Инçех мар ларакан посадка та курăнмасть мĕншĕн-тĕр. «Ирхине кун пек марччĕ вĕт. Часрах çитесчĕ тăман ытла вăйланса кайиччен, чупам-ха. Пĕр ăстрăм чупса илнĕ хыççăн çул самаях кĕскелекенччĕ», – шутларĕ вăл. Кăшт чупсан хыçалтан машина килнĕ сасă илтрĕ вăл. Тĕттĕм симĕс тĕслĕ УАЗикпа хăйсен ялĕнчи Шаккăл Якурĕ килет. «Якур сан аçу пулать», – тенĕ-ха ăна амăшĕ темиçе хут та. Ачан чунне ăшă кĕчĕ: нумай та каймарĕ ялтан – çула май каякан машина килет. Кирук чарăнса аллине тăратрĕ те, УАЗик хăвăртлăхне чакарчĕ. Анчах тепĕртакран шофер чарăнас вырăнне газне тата хытăрах пусрĕ. Машина ураписем айĕнчен вăйлă тăман кăларттарса малалла вирхĕнчĕ. «Палламарĕ-ши мана?» – кăмăлĕ пăсăлчĕ ачан.
– Атте, лартса кай-ха-а!.. – кăшкăрчĕ хыçалтан.
Машинăра Якур пĕччен мар, арăмĕпе – Варукпа. Шофер машинине чарса ачана лартса кайма шутланăччĕ-ха, анчах хĕрарăм ăна чарăлса ÿкнĕ куçĕсемпе çиçĕм кăларса кăшкăрса пăрахрĕ:
– Çак Анюта ачине лартса каясшăн-и тата эс?! Чартарăп час сана! Патлаттарап ак пуçунтан!.. Çамрăк-ха вăл, тиха пек чупса хăех çитет! Ха, Анюта ачине лартса каясшăн вăл… Тата Анютине хăйне лартса çÿре… Килне кайса хăналанса лар… Мĕн, ху ачу тетĕн-и ку ачана? Сан ачу мар вăл пурпĕрех, таçтан тупнăскер çеç. Вĕсен шăрши те ан пултăр пирĕн машина çинче!
…Анюта – Якурăн çамрăк чухнехи савнийĕ, ăна вăл салтака ăсатса ячĕ, кĕтсе илчĕ. Çырусем çырса тăчĕç вĕсем 2 çул хушши. Анчах салтакран таврăнсан Якура хăйĕнчен çичĕ çул аслă Варук питĕ качча каясшăн ăшталанчĕ. Ачаранах кăмăлланă-ха Варук хăйĕн упăшкине, анчах леш ун çине çамрăк чухне пăхсах кайман, Анютăпа туслă пулнă. Çапах та хĕрарăм пуçне шухăш пĕр кĕрсен хăйĕнне тăватех çав, уйрăмах Варук пек чее те çиллине чарайман çын пулсан. Вăл Якурпа Анюта хушшине сĕмсĕрленсе кĕрсех каччăпа тĕл пулусем шырарĕ, кашнинчех ăшă калаçу пуçларĕ. Анютăна хурларĕ, ун çинчен начаррине каласа пачĕ, лешĕ Якур салтакра чухне ытти каччăсемпе алхаснă имĕш. Малтан Якур ку сăмахсене яхăна та ярасшăн марччĕ, анчах пурăна киле вĕсем темшĕн ун ăшне кĕрсе ларчĕç. Çапла вăл юратнă Анютăна пăрахса Варука качча илчĕ.Тĕрĕсрех, Варук сырлан пек çулăхса, çине тăрса авлантарчĕ-ха ăна.
Вĕсем ялта пĕр кивĕрех çурт туянса пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Арăмĕ арçыннин кашни утăмне сыхласа тăчĕ, кашни кун вăл ăçта кайнине, кампа калаçнине ыйтса пĕлчĕ. Тен, вăл Анютăпа курса калаçнă-ха… Ун чух пĕтрĕ вара, пÿрт чăл-пар! тусать. Йăваш кăмăллă Якур кулленхи шăв-шава урăх чăтаймарĕ, çур çултан килти харкашу хыççăн чирлĕ амăшĕпе кăна пурăнакан Анюта патне куçрĕ. Анчах маххă паракан хĕрарăм мар Варук, упăшкине урăххисене пама килĕшмерĕ. Пĕр уйăхран вăл Анюта амăшĕ пульницăра чухне вĕсем патне килне кайса пĕтĕм çиллипе урчĕ, чылай вăрçă турĕ. Тÿшекĕсене урайне сĕтĕрсе антарса таптарĕ, чÿрече каррисене туртса ывăтрĕ, Анютăна çÿçĕнчен лăскарĕ… Çапла вăл йăваш кăмăллă упăшкине çавăтса тенĕ пекех каялла илсе килчĕ, хăйĕн килне тавăрчĕ. Çавăнтанпа упăшки пăрахса каясран çав тери хăрать, кашни утăмне тĕрĕслет. Анютăн каярах ывăл ача çуралчĕ – Кирук. Варукăн вара ачи пулмарĕ.
…Хыçалта ял куçран çухалчĕ ĕнтĕ, хăйсен ялне каякан посадка вара курăнмасть-ха. Кирук уттине хăвăртлатрĕ: посадкăна çитсе ÿкесчĕ, ун çумĕпе пырсан хăйсен ялне тухма пулатех. Часах вăл посадка тĕлне çитрĕ, тăман вара вăйланса та вăйланса пырать. Çул куç умĕнчех хупланма тытăнчĕ, урапа йĕрĕ çине хÿсе тултарнă çемçе юра вăй хурсах ашса пымалла. Кашни утăм тумассерен малалла кайма йывăрланса пырать. Арçын ача чупнипе, васкаса утнипе тара ÿкрĕ, аялти тумĕ йĕпенчĕ. Яла каякан посадка вĕçĕмсĕр пымасть, пĕр тĕлте 200-300 метр татăлать. Кирук тарла-тарла çавăнта çитрĕ. Çула тухни çур сехете яхăн та пур ĕнтĕ. Çил кăкăртан хыçалалла вăйпах чышать, юр пит-куçа хуплать, çавăрттарса ĕнсене кĕрет. Асар-писер тăман хуçаланать таврара, хирте ялти пек кăна мар. Куçа уçма та çук. Çапла нушаланса утрĕ вăл малалла. Утать-утать, тапаланать-тапаланать – тепĕр посадка вара курăнмасть. Çул пачах çухалчĕ. Йĕр курăнсан мĕнле йывăр пулсан та малалла утма пулĕччĕ хуть. Анчах нимле йĕр те çук! Вăл аптăраса ÿкнипе пĕр вăхăта чарăнса тăчĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ, сасă çук-и тесе тăнларĕ. Нимĕн те курăнмасть, таврара шап-шурă, хăлхара енчен-енне вăш! та ваш! вăйлă çил вĕрнĕ сасă кăна. «Аташса каймарăм-ши, тепĕр посадка инçе те мар вĕт-ха. Мĕншĕн курăнмасть?» – чăннипех хăраса ÿкрĕ вăл. Тарланă ÿт-пĕве çил-тăвăл витĕр касать, шăнтать. Ача ĕнтĕркеме пуçларĕ. Çапах та ку хăрушах мар-ха, чи хăрушши – çул çухални! Ăçталла пырать вăл халь: тĕрĕсех-ши е çултан пăрăнса кайрĕ-ши? Умнелле чикĕнсе пырса утать-утать – йывăçсем курăнмаççĕ. Чылай утрĕ çапла… Халĕччен ун патне тухмалла ĕнтĕ вăл… Малтанхи посадка тĕлĕнче тĕттĕмрех сĕм тăратчĕ, ăçталла утнине пĕлме пулатчĕ. Халь нимĕн те курăнмасть. Апла çултан пăрăнса кайрĕ-ши?.. Умнелле кайса ÿке-ÿке перчетки те йĕпенчĕ ĕнтĕ, çавăнпа алли те шăнса кайрĕ. Вăй та пĕте пуçларĕ, çиес килет… Килĕнчен илсе кайнă ыраш çăкăрне сахăр тăтăкĕпе виçĕ урок хыççăнах çисе янă ĕнтĕ вăл. Эх, нумайрах илмелле пулнă иккен çăкăрне…
Чылайччен çÿрерĕ арçын ача хир тăрăх юр ашса, анчах çул çук та çук! Тĕрĕссипе, халь вăл хăйсен ялĕ хăш енчине те пĕлмест ĕнтĕ, нимĕн те курăнмасть, çавăнпа пуçĕ те çаврăнса кайрĕ. Чарăнчĕ… Утма вăйĕ пĕтрĕ, пальтона çил касса кĕрет, шăнтать. Пушмакĕ ăшне юр кĕнипе урисем йĕпеннĕ. Пĕр вырăнта нумай тăмалла маррине пĕлет-ха вăл, анчах хăш еннелле утмалла? Хăш енне?! Ура айĕнче ашăм юр, куç умĕнче вĕçсĕр тăман… Мĕн тумалла? Ача хăранипе сиксе чĕтрет: «Ял ăçта-ши… Анне ăçта-ши?.. Çынсем ăшă пÿртсенче вĕри чей ĕçсе лараççĕ пуль… Эх, аннен вĕри яшкине çисе кăмака çине хăпарса выртасчĕ…». Анчах халь вăл хирте пĕччен, çил-тăман, çул çук…
Чĕркуççи сивĕ çилпе ним туйми пулчĕ, вăл юрпа йĕпенннипе шăнса кÿтнĕ. Ăçталла утать – пĕлмест… Мĕн чухлĕ утрĕ, паллă мар…Таврана тĕттĕм сĕм çапрĕ ĕнтĕ, каç та пуласшăн. Пырсан-пырсан вăл тарăн юрлă вырăна килсе тухрĕ. Çырма айккинчи лап-ши ку? Вăйĕ пĕтĕмпех пĕтрĕ ĕнтĕ, шăнса кÿтнипе çан-çурăмĕ чăтма çук ыратать. Аллисем тукмак пек пулса кайрĕç. Пушмакне йывăçран тунă тейĕн, вăл пăрланса кайрĕ, ун пуçĕ авăнми пулчĕ. Юрпа йĕпеннĕ шăлавар пĕççисем те шăнса хытрĕç, пĕр-пĕрин çине çапăнса пластмасса пăрăхсем пек шаклатаççĕ…
Кирук чăмран кайрĕ. Кăштах канас тесе тарăн юр çине çиле кутăн чĕркуççипе ларчĕ. Мĕнле ăшăнас? Ним çунтармалли те çук вĕт, сумкăра тетрадьсем те кĕнекесем çеç. Тетрадь!.. Анчах ăна çунтарса ярсан ыран шкулта мĕн темелле? Ача кÿтсе пырать. Ним тума та çук, çунтармаллах пулать…Вăл кÿтнĕ аллисемпе аран-аран шалти кĕсйинчен шăрпăк курупкине кăларчĕ. Шăрпăкне çул çине яланах илеççĕ-ха ют яла шкула çÿрекен ачасем. Аслисем çапла вĕрентнĕ, çул çинче темĕн те пулма пултарать тесе ăс панă. Арçын ача хытса кайнă аллисемпе сумкинчен тетрадьне илчĕ те шăрпăкне чĕтрекен аллипе темиçе хут сĕре-сĕре аран-аран чĕртрĕ. Тетрадь страницисем хуллен йăсăрланма, çунма тытăнчĕç. Вăл ун çумне пичĕпе çывăхланчĕ. Пĕр аллипе тетрадьне тытса тăрса кÿтсе кайнă тепĕр аллине вутпа ăшăтать. Ах, мĕнле аван-çке вăл ăшă! Мĕнле аван! Ăшă, ăшă… Пурнăç парнелекен ăшă… Сÿнсе кăна ан кайтăр…Унтан тепĕр аллине ăшăтма пуçларĕ. Акă тетрадь çинчи хĕрлĕ тĕспе лартнă «4» тата «5» паллăсем те, нушаланса çырнă сочинени те вутпа çунса кайрĕç. Халь ăна нимĕнле паллă та кирлĕ мар ĕнтĕ, шăнса кăна вилес марччĕ çакăнта, юр тамăкĕнче. Тетрачĕ çунса пĕтиччен вăл теприне илчĕ. Ку математика пулчĕ. Ăна та çаплах тĕп турĕ. Тетрачĕсем пĕтрĕç… Тата тăватă кĕнеке пур-ха, вĕсемпе самаях ăшăнма пулать. Чăнах та, ăна аллисем пăртак ăшăннă пек туйăнчĕ, анчах тăрук ăшăтнипе сĕрлеме, ыратма пуçларĕç. Питне те ăшă çапрĕ. Кĕнекесем те çунса пĕтсе пыраççĕ ĕнтĕ. Хир варринче, юр çинче кăвайт çунать… Пĕччен кăвайт. Нуша-асап вучĕ…Кĕнеке çунăкĕсен юлашкине те çил çавăрттарса вĕçтерсе кайрĕ ĕнтĕ. Унпа пĕрлех ачан пурăнас шанчăкне те… Çунтармалли урăх нимĕн те çук. Урлă-пирлĕ касса çил вĕрет. Ура çине тăрас та, юр шăтăкĕнчен тухас та килмест. «Эх, çакăнта улăм ури пулсан кĕрсе выртăттăм е улăм çунтарнă пулăттăм. Чылайăшпе чĕртсе ярса çунтарăттăм ăна. Улăм ури патĕнче шăнса вилмĕттĕм-ха… Çул хĕрринчен çур çухрăмра кăна ларать те çав улăм ури, анчах халь вăл тахăш енче? Ял хăш енче?
Арçын ача кĕнекесем çуннă ăшша туйнă хыççăн ĕшенсе лĕпсĕр кайрĕ. Выртас, çывăрас киле пуçларĕ… Чĕркуççи çине ларчĕ, ун урăх пĕр утăм та тăвас килмест. Сумкине пуç айне хучĕ, кăштах канам-ха тесе ун çине хăяккăн выртрĕ… Çан-çурăм майĕпен-майĕпен ăшăнма пуçларĕ. Шалти юлашки ăшă ÿт çине тухнипе ăна канлĕ пулса кайрĕ. «Акă… тинех ăшăнатăп иккен… Тинех ăшă çитрĕ…», – шухăшларĕ вăл тĕлĕкри пек… Арçын ачана амăшĕ пырса хулăн утиялпа витрĕ, питĕнчен ăшă аллипе ачашларĕ пек… Вăл тарăн ыйха путрĕ…
Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔМЕЛ.