Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче федераци тата регион шайĕнчи граждансене çăмăллăхпа тата тÿлевсемпе тивĕçтермелли йĕркене ансатлатма вăхăтлăх йышăну тунă.
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ социаллă пулăшу мерисене: ачасене уйăхсерен, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнăшăн /усрава илнĕшĕн/ паракан тÿлевсене 6 уйăхлăха, пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлеве 12 уйăхлăха – граждансен заявленийĕсĕрех малалла тăснă. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тивĕçекен субсидисене те çакнашкал йĕркепех çирĕплетеççĕ. Çемьене сахал тупăшлисен шутне илмелли вăхăт та пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле пулнă, халĕ ăна тепĕр 6 уйăхлăха тăснă.