ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2020 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр лаптăкĕпе Шупашкар районĕ чи тухăçлă усă курнă. Ку енĕпе Патăрьелпе Комсомольскисем 2-3-мĕш вырăнсенче. Елчĕк, Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах вырăнсене йышăннă.
Коронавирус пандемийĕ чылай отрасле ура хунă пулин те аграрниксене сиен кÿреймен. Производство калăпăшĕн индексĕ 105 процентпа танлашнă. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕ виçĕмçулхинчен ытларах, сĕт нумайрах сунă, чăх çăмарти ытларах илнĕ, агропрома инвестици хывса тĕп фондсене пуянлатнă. Ÿсĕм сăлтавĕсенчен пĕри – патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ майĕсене федераци тата республика шайĕнче çирĕплетни. Аш-какай анчах виçĕмçулхинчен сахалрах туса илнĕ. Çакăн сăлтавĕ – чăх ашĕ хатĕрлекен «Юрма» предприятин харпăрлăхçи улшăннă май производство чакнипе çыхăннă.
Ял ĕçченĕсем республикăна нормативра пăхнă кăтартуран çĕр улмипе – 2, пахча çимĕçпе – 1,3, сĕтпе тата юр-варпа – 1,4 хут, аш-какайпа 100 проценчĕпех тивĕçтернĕ. Чăваш аграрийĕсен кăтартăвĕсем федерацин Атăлçи округĕнче тата çĕршывра лайăххисен шутĕнче. РФ тата ЧР Ял хуçалăх министерствисем çирĕплетнĕ килĕшÿре палăртнă 25 кăтарту планне Чăваш Ен пурне те тенĕ пекех тултарнă. Кашни гектартан çĕр улми туса илессине тата сухаламан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессине çеç туллин пурнăçлайман.
Сергей Артамонов çур акине епле хатĕрленни çинчен те чарăнса тăнă. Кăçал акăнакан лаптăк ытларах пулмалла, çĕр улми лаптăкне ÿстерме палăртнă, тăпрана пулăхлатма минераллă удобрени, калипе фосфор çăнăхĕ ытларах хывса хăвармалла.