Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн ентеш – генерал-майор

Пирĕн ентеш – генерал-майор

Раççейри Çĕршыв паттăрĕсен кунĕ умĕн Елчĕк тăрăхне ырă хыпар килсе çитрĕ – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2021 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 694 номерлĕ «О присвоении воинских званий высших офицеров, специальных званий высшего начальствующего состава и высших специальных званий» Указĕпе килĕшÿллĕн, Елчĕкре çуралса ÿснĕ Роберт Петрович Баранова генерал-майор звани панă.

1975 çулта çуралнă Роберт Баранов 1992 çулта Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă, çак çулах Ленинград облаçĕнчи Михайловски çар академине вĕренме кĕнĕ. 1997 çулта çар инженерĕн дипломне алла илнĕ. Унăн малаллахи служби наукăпа тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. 2002 çулта вăл кандидат диссертацине хÿтĕленĕ, 2007 çулта доцент ятне илнĕ, 2011 çулта ăна полковник званине панă. Çар ăслăлăхĕсен докторĕ хальхи вăхăтра Мускавра РФ Оборона министерствин Генеральнăй штабĕнче службăра тăрать. Барановсен йăхĕнче çар çыннисем тата та пур. Роберт Петровичăн Александр тетĕшĕ те пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, вăл запасри полковник. Иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕн ывăлĕсем Михаилпа Сергей Барановсем – офицерсем. Вĕсем Уфари тата Мускаври çар чаçĕсенче службăра тăраççĕ. Сăмах май, шăп икĕ çул каялла Вăрăмхăвара çуралса ÿснĕ А.В.Сайкина генерал-лейтенант званине панăччĕ.Елчĕк тăрăхĕ ентешсемпе чăннипех те мăнаçланма пултарать.

Е.ПЕТРОВА, Р.МОЛОДОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code