Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пĕр шухăшлă çеç пулсан хăтăлма пулĕ вирусран

Пĕр шухăшлă çеç пулсан хăтăлма пулĕ вирусран

Районта коронавирус алхасма пуçланăранпа 834 çын чирлесе сывалнă. 60 çын вилнĕ, çав шутран кăçал – 46. Ноябрь уйăхĕнче кăна 124 çын вирус çаклатнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пек, умĕнхи кăтартусенче те, вакцинаци тутарассинчен пăрăнса юлнă.

Çак хурлăхлă статистика та паян районта пурăнакансен пысăк пайне шухăшлаттармасть-ши? Вирусăн çĕнелсе пыракан штамĕсем хура списока малалла вăй илме çеç пулăшĕç. Чир ватăсене кăна мар, ачасемпе çамрăксене парăнтарни те унăн хăрушлăх виçесĕрлĕхĕ пирки калать.

Çăлăнăç вакцинациленинче кăна пулнине те кашниех ăнланать, анчах татăклă утăм тума шутламаççĕ. Эрнере 300 яхăн çын прививка тутарни те лăпкăлăх çуратмасть – сахал ку. 60 çултан аслăраххисем вакцинаци тутарнин пĕтĕмĕшле хисепĕ 54,8 процентпа çеç танлашать.

Лару-тăру кăткăслăхне кура профилактика мероприятийĕсене те анлăн сарнă районта. Ялсенче графикпа килĕшÿллĕн прививка тутарассине йĕркеленĕ, мобильлĕ ушкăнсем рейдсенче ăнлантару ĕçне те пурнăçлаççĕ, ялсенчи медицина, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем килсерен çÿресе калаçусем ирттереççĕ… Анчах пĕрлехи вăйпа кар тăрсан, кашниех хăйĕн шухăшлавне улăштарсан, çапла майпа коллективлă иммунитет çирĕпленсен кăна хăрушă чире çĕнтерме пулĕ.

Чару мерисем вара вăй илсех пыраççĕ. Декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă черетлĕ указпа килĕшÿллĕн 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче 23 сехетрен пуçласа 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче 12 сехетчен обществăлла апатлану предприятийĕсем ĕçлемĕç. Суту-илÿ объекчĕсене çеç мар, обществăлла транспорта та малашне маскăсăр кĕреймĕн. Ĕç паракансене прививка тутарман 60 çултан аслăрах ĕçлекен граждансене дистанци мелĕ çине куçарма, вакцинациленнисене вара икĕ кун тÿлевлĕ хушма отпуск пама сĕннĕ.

Культура, спорт тата ытти учрежденисенче маларах çирĕплетнĕ чарусем вăйрах юлаççĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code