Кашни этемĕн кун-çулĕ тĕрлĕрен. Çÿçсене кĕмĕл тĕс çапсан, утса тухнă анлă сукмак çине тепĕр хут çаврăнса пăхсан, тарăн шухăша путса кашни саманта ытарлăн аса илетĕн. Саманан тăхăр тĕрлĕ çаптаракан таппинче ыррипе те, хуйхи-суйхипе те, савăнăç-телейпе те сахал мар тĕл пулатăн.
Лаш Таяпари Зинон Кондратьевпа калаçнă май сумлă пенсионер иртнĕ самана пирки, хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
– Анне каланă тăрăх, революциччен асатте, Кандрашка Иванĕ, ялти чи пуян хресчен, тырă выракан жнейка туянма мехел çитернĕ. Ун пеккисем ялта Элле Палюкĕн тата Иван Михеевăн пулнă тетчĕ. Виçĕ лаша, тимĕр плугпа сÿресем, суха пуçĕсем, 40 вĕллене яхăн хурт- хăмăр шутланнă. Çемье пысăк пулнă. Никама та тара тытман, хăйсем ĕçленĕ. Çĕр çынни мĕн ĕмĕртен ыраш, сĕлĕ, пăрçа, пăри, ясмăк, хуратул, вир, çарăк акса туса илнĕ. Кантăрпа йĕтĕнтен кĕпе-йĕм çĕленĕ, вĕрен явнă, ут хатĕрĕсем ăсталанă. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра хире тулă, унтан çĕр улми акма тытăннă. Ĕлĕк хресчен çĕр улми вырăнне çарăк çинĕ.
Авал-авал çыннăн хушамат пулман, ăна ятран чĕннĕ. Хушамата та ăнсăртран илмен. Пĕр çулхине мăн асатте пĕтĕм хирне кантăр акнă. Телее, тухăç ăнса пулнă. Ăна сутса вăл ал-ура çавăрса янă. Çавăнтан вара пирĕн Кандрашка, Кондратьев хушамат кайнă.
1936 çулăн малтанхи çур çулĕнче çуралнă эпĕ. Тепĕр çултан Петĕр, унтан Зоя çут тĕнчене килнĕ. Шкула кайичченхи вăхăтсене лайăх астумастăп. Анне пире пир тĕртсе шăлаварпа кĕпе çĕлесе паратчĕ те çавăнпа çуркуннерен пуçласа кĕрхи сивĕччен çÿренĕ. Урана тăхăнмалли пулман. Çарран чупнă. Мăнкунта, вăл ытларах апрельте килетчĕ, ĕлĕкхи чăваш масарĕ çинче юр час ирĕлсе пĕтнĕрен унта ял ачисемпе пĕрле ир пуçласа каçчен выляттăмăр.
Шкула кайиччен те, кайран та çăкăр мĕн тути каланине пĕлмен. Хуппипе пĕçернĕ çĕр улми çинĕ. Çуркунне иртсен, сивĕ çумăр пĕрĕхсе тăнине пăхмасăр, хутаç çакатăн та хире, крахмал пуçтарма каятăн. Чĕркуççи таран пылчăк ашса, хутаçа тултарса, киле таврăнатăн. Анне вара савăт çине вĕри шыв яратчĕ те çăнăхпа крахмала ирсе, нимĕр туса çитеретчĕ. Кĕр мăнтăрĕнче тĕрлĕ курăк çулçисене татса, тымарĕсене кăларса яшкана ярса пĕçерсе çинĕ. Çăкăр, тăхăнма çи-пуç пулман. Тăраниччен апат çимен. Çапах та чирлесе те курман.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен яла хуйхă çине хуйхă килетчĕ. Кашни çемьерех хыпарсăр çухалнă е вилни çинчен калаçаççĕ. Лайăх çынччĕ тетчĕç кам та пулин вилнине пĕлсен.
Çак йывăр пурнăçра та шкулта ачасене вĕрентме чарăнман. Пĕрремĕш класа 44 ача кайрăмăр. Пĕрремĕш учитель – Раиса Ивановна /хушаматне маннă/, Пăва районĕнчи Кипекасси ялĕнченччĕ. Тăватă класс пĕтериччен Александра Гавриловна Николаева вĕрентрĕ. Урокра шăна вĕçни илтĕнетчĕ. Ачасем учительтен хăранă, вăл мĕн ыйтнине кăна калама хăюлăх çитернĕ.
2-мĕш класа каймалла чухне Виктор Павловпа сурăх кĕтĕвĕ кĕтрĕмĕр. Унта пĕр çулхисемччĕ. Эпир иксĕмĕр вылянă вăхăтра сурăхсем чĕкĕнтĕр ани çине кĕрсе кайнă. Çав çулхине колхоз пуçласа чĕкĕнтĕр акнă. Сурăхсене ниепле те ана çинчен хăваласа кăлараймастпăр. Хĕрарăмсем чупса çитсе аран ушкăнпа çырмана хăваласа антартăмăр. Ахаль иртмерĕ çакă, иксĕмĕре те «патак» аван лекрĕ. Чи витĕмлĕ воспитани пулчĕ вăл. Сăмахпа каланине манатăн, ку асра юлать.
Колхозра мĕнле выльăх пур – эпĕ пурне те кĕтнĕ. Питĕ ĕçлеме юрататтăм, вĕренесси çине вара çиелтен пăхаттăм. Кĕркунне сивĕсем пуçлансан, юр айĕнчен çерем тухиччен, çăпатапа çÿренĕ. Çăпата валли пушăт тума, çăпата хуçма хăй вăхăтĕнче атте вĕрентрĕ.
1942 çулхи май уйăхĕнче пирĕн ялтан пиллĕкĕн вăрçа тухса кайрĕç: Дмитрийпе Виктор Сметанинсем, Григорий Морозов, Алексей Филиппов тата атте – Николай Кондратьев. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Вĕсене вăрçă ĕçне вĕрентсе Калинин фронтне яраççĕ. Пĕр полках, пĕр ротăнах лекме тÿр килет. Ржев тăрăхĕнче çапăçнă чухне Г.Морозовпа иккĕшĕ нимĕçсене аванах хăваласа пынă вăхăтра хутлăхра хăйсене хупăрласа илнине ăнланаççĕ. Унталла чупаççĕ, кунталла тараççĕ, хирĕç тăма патронсем пĕтнĕ. Ниçта хăтăлмалли мел тупаймаççĕ. Аптăранипе пĕчĕк шыв урлă пăрахнă пăрăх ăшне кĕрсе выртаççĕ. Тĕттĕмленсен хамăрăннисем патне тухаççĕ. Тавçăруллине шута илсе аттене разведкăна илсе кайма тытăнаççĕ. Унта мĕнле çÿренине каласа пама юратмастчĕ вăл. 1944 çулхи çуркунне «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн» медальсемпе тата III степень Мухтав орденĕпе таврăнчĕ. Ура лаппи пулман, ун вырăнне протез кăначчĕ. Сумлă наградăсене паттăрлăхпа çĕнсе илни куç кĕрет. Фронтовикăн ури çĕрме пуçласан чĕркуççи таран касаççĕ. 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулса мĕн виличчен колхозра шорникре ĕçлерĕ атте.
Çакна лайăх астуса юлнă тата. Вăрçă чарăнсан, 1945 çулхи июньте, пирĕн пата Елчĕкри çар комиссариатĕнчен килсе аттене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль килсе пачĕç. Питĕ савăнчĕ вара вăл.
Ялти активлă комсомолецсем спектакль-концерт лартатчĕç. Пĕринче аттерен орден илсе кайнă. Каялла тавăрса паман, çухатнă тенĕ. Медалĕсем те упранса юлман. Пуррине упрама пĕлместпĕр вĕт.
Ачалăх хăйне кура интереслĕ иртнĕ. Хурсене пăхни, сада панулми çиме кĕни, хамăра вĕрентнĕ учительсем яланах асра.
1951 çулта çичĕ класс пĕтерсен колхозра ĕçлерĕм. Ун чухне ял халăхне паспорт паман. Унсăрăн ниçта та тухса каяймастăн. Килте те ытлăн-çитлĕн пурăнман. Ир пуçласа каçчен ĕçлесен те пĕр «патак» лартатчĕç. Укçа тÿлемен. Унсăрăн татах çул хупă. Килте асли пулнă май, каярахпа тата виçĕ пĕртăван çуралчĕ, кĕçĕннисене пулăшас тесе шутлаттăм. Нушаллă çитĕннĕ эпир.
Хулана кайма мел тупрăмăрах. Владимир Меметов Уралта шахтăра ĕçленĕ. Унăн Митя шăллĕ мана та хăйпе пĕрле шахтăна ĕçлеме пыма чĕнчĕ. Эпĕ тата Дмитрийпе Леонид Евдокимовсем çĕрле виçĕ уйăх лаша кĕтÿ кĕтрĕмĕр. Кунĕпе колхозра тар тăкнă.
Çакăншăн пире колхозран паспорт вырăнне справка пачĕç. Эпир вара Урал тăрăхне ĕçлеме тухса кайрăмăр. Маншăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Атте-аннерен текех канаш ыйтаймастăн, хăвăн пуçупа шутласа пурăнас пулать.
Çирĕм çул тултартăм-ха, мана салтака илмеççĕ. Ман çинчен манса кайнă пулмалла. Мĕн амакĕ ку? Шахтăра ĕçлеме сывлăх пур, çĕршыва сыхлама – çук. Кайрăм та çар комиссариатне, ăнлантарса патăм. 1956 çулхи октябрь уйăхĕнче салтак атти тăхăнтăм.
Служба Украинăри Донецк хулинче иртрĕ. Самолетсене, аэродромсене маскировка тăвакансемччĕ. Йăрăскер, кире пуканĕпе туслăскер, хăрасси çукчĕ манăн. Çирĕп дисциплинăллă салтак тетчĕç. Çулталăкран иртсен сержантсем хатĕрлекен шкула вĕренме каймалли çинчен приказ вуласа пачĕç. 1957 çулта унтан «лайăх» паллăпа вĕренсе тухрăм, кĕçĕн сержант званийĕ пачĕç. Тепĕр çултан – дембель. Яла таврăнма май килмест, тăван тăварпа пиçнĕ тенĕрен, йăмăксемпе шăллăмсене пулăшмалла. Килте ĕçлекен арçын Петĕр пур-ха. Аптăрамаççĕ. Çавăнпа салтакран тÿрех Урала, шахтăна ĕçлеме таврăнтăм. Малтанхи пекех кашни уйăхра ĕç укçин çуррине яла куçарса тăраттăм. Мана, пĕччене, нумай кирлĕ мар.
Ĕç хыççăн çамрăксене професси паракан шкула – рабфака çÿрерĕм. Яла специалист пулса таврăнас терĕм. Малтанах платнике вĕренсе разряд илтĕм, унтан – автослесаре. Каярахпа шофер прави те пулчĕ. Пĕр сăмахпа, яла кайма тĕплĕн хатĕрлентĕм.
1958 çулхи декабрьте атте вилсе кайрĕ. Эпĕ ăна пытарма каяймарăм. Çулталăк вĕçĕ, плансемпе обязательствăсене тултармалла тесе ямарĕç. Çамрăксене икшер сменăпа ĕçлеме те чармастчĕç. Укçине те аван тÿлетчĕç. Çын аллинчи кукăль пысăкрах та, тутлăрах та. Эсĕ шахта анса, забойра пĕр уйăх ĕçлесе пăх-ха, вара кукăль мĕн тути каланине хăвах ăнланатăн. Эпир пулман çĕрте кăна лайăх.
1962 çулта яла таврăнтăм. Килте хытă сак çинче выртса çывăрсан та хама сăпкари пек канлĕ туяттăм. Мĕн каласан та тăван кĕтесрен хакли çуках.
Нуша пĕччен çÿремест, теççĕ. Вăрçă нуши пĕтрĕ, Сталин нуши ĕнсе çине хăпарса ларчĕ. Ялти çамрăксем ниçта та тухса каяйман, вĕренме кайнисĕр пуçне. Хресчене ял хуçалăх налукĕ тÿлесе татмалла мар нумай хунă. Выльăх-чĕрлĕх усратăн-и, çук-и, никама та чăрмантармасть, ялта пурăнатăн пулсан – çăм, çăмарта, тир, аш-пăш, юр-вар памалла. Хăй аллипе туса илекен нимĕн те çиеймен, çити-çитми пурнăçпа пурăннă. Заемсем тата?! Нумайрах туянатăн – çавăн чухлĕ ÿсетчĕ. Вăхăтра тÿлемесен штраф хунă. Ăна та тÿлемесен килти хуçалăхри пур-çук япаласене, ĕç хатĕрĕсене йăтса тухса кайнă. Çавăнпа та чылайăшĕ салтак служби пĕтсен яла таврăнма тăрăшман, хуларах ĕç шыранă.
Власть улшăнсан ял хуçалăх налукĕсене пĕтерчĕç, заема та пăрахăçларĕç. Çитĕнсе çитнĕ çамрăксене пурне те паспорт пама тытăнчĕç.
1964 çултан ял пурнăçĕ лайăхланма пуçларĕ. 5 ача çитĕнтернĕ хĕрарăмсене, арçынсемпе хĕрарăмсене, çулĕсем çитсен, 4-шар тенкĕ пенси пама тытăнчĕç. 1966 çултан колхозниксене ĕçленĕшĕн пĕр «патак» мар, укçан тÿлеме тытăнчĕç. 1 «патакĕ» пилĕк пус тăратчĕ.
Малтан «Слава» колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хутăм. Ĕçленĕ хушăрах техникум пĕтерсе агроном профессине алла илтĕм. Ытларах бригадирта тăрăшрăм. Мĕнпур ăсталăха колхоз малалла аталантăр тесе патăм. Халĕ те атте вĕрентсе калани асра: «Колхозра ĕçлĕр, ăна пуянлатма тăрăшăр. Колхоз пуян пулсан халăх та пуян пурнăçпа пурăнĕ».
«Вăтанман – юмăç, ÿркенмен – ăста пулнă», – тенĕ пек ĕçлесе, вĕренсе хăйне май ăстана çаврăнтăм», – тенĕ май ура çине тăчĕ 85 çула хыçа хăварнă патвар арçын.
– Зинон Николаевич, кун-çулăр вăрăм, аннĕр çулĕнчен /вăл 102 çула кайса çĕре кĕчĕ/ иртмелле пултăр.
Сергей ТРОФИМОВ çырса илнĕ.
Лаш Таяпа.