Шупашкарти хăна çурчĕсем туристсене йышăнма хатĕр.
Чăваш Енĕн тĕп хулинче çак тытăмри 51 заведени ĕçлет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Чăваш Ене килекен туристсен пысăк йышне вырнаçтарма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ытти регион хăнисене республикăна ытларах илсе килес тĕллевпе Чăваш Енре ирттерме палăртнă мероприятисен, пулăмсен календарьне хатĕрлеççĕ.