18 çул тултарман 3 е ытларах ача ÿстерекен, ĕçлекен çынна çулсеренех тÿлевлĕ отпускпа тивĕçтерессине улшăну кĕртнĕ. Çакăн пек çемьесенчи кĕçĕн ача 14 çула тултариччен унăн ашшĕ-амăшĕ хăйсене меллĕ вăхăтра отпуск илме пултарĕ. Кун пирки калакан саккун мартăн 20-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Унччен 3 е ытларах ачаллă ашшĕ-амăшĕ хăйсене кирлĕ вăхăтра отпуск илесси ачасем 12 çул тултариччен кăна вăйра пулнă.
Çапла организацисенче отпусксен графикне йĕркеленĕ чухне отпуск хăçан илесси пирки чи малтанах нумай ачаллă ĕçлекенсенчен ыйтма тивĕç.