Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Завод малаллах аталанать

Завод малаллах аталанать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Вырăнта сĕте ĕçлесе хатĕрленинчен кунта хальхи вăхăтра сĕт тата йÿçĕ сĕт продукчĕсене, тăпăрчă, услам çу туса кăлараççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, пахалăхлă продукцие Чăваш Енри предприятисенче анчах мар, Тутарстанра, Мускав хулисенче те хапăлласа туянаççĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакансене те пахалăхлă сĕт-çу продукчĕсемпе туллин, чăрмавсăр тивĕçтерес тĕллевпе завод çумĕнче темиçе çул каяллах ятарласа лавкка та уçнă.

Ильнар Каштанов директор палăртнă тăрăх, 2018 çулта кунта çĕнĕ цех хута кайнă. Унта типĕтнĕ сĕт тăваççĕ. Производство хăвачĕ те пĕчĕк мар – пĕр талăкра 100 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрлеççĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра заводра 43 çын яланлăх ĕç вырăнĕ тупнă.

2020 çулта завод 132,5 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Пурĕ 54,6 тонна услам çу, 1,6 тонна тăпăрчă, ытти сĕт-çу продукчĕсене – 387,5 тонна туса кăларнă.

Нумаях пулмасть кунта çĕнĕ производство йĕркелесе янă – «Голландский» сыр пĕçерес ăсталăха алла илме тытăннă. Сыр пĕçерме вĕрентес ĕçе Хусан хулинчи специалистсем хутшăнаççĕ.

Леонард Левый цехсенче пулса курнă май кунта, чăннипех, ĕç хĕрсе пынине, завод малалла аталаннине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code