Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призывниксемпе тĕл пулчĕç

Призывниксемпе тĕл пулчĕç

Çĕршывра çурхи призыв тапхăрĕ пырать. Апрелĕн 19-мĕшĕнче район центрĕнчи культурăпа кану центрĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Кăçалхи çурхи призыв кампанийĕ яланхиллех апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланчĕ, вăл июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ку призывра Елчĕк районĕнчен 30 ытла çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Çĕршывĕпе ку цифра 130 пинпе танлашать. Медицина комиссийĕ витĕр кăларса сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ призывниксене апрелĕн 20-мĕшĕнчен çар пункчĕсене яма пуçларĕç ĕнтĕ. Вĕсем хăш çар чаçне хăш кун, мĕн вăхăтра çитессине малтанах палăртса хураççĕ. Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов пĕлтернĕ тăрăх, призыв комиссийĕ тухтăрсемпе специалистсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса, çемьери лару-тăрăва тишкерсе кашни призывник тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас йĕрке кăçал та çирĕп. Килтен тухса кайма 5 кун юлсан ыранхи салтакăн вырăнти медицина учрежденине килсе коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан тест витĕр тухмалла. Анализсем хатĕр пулсан çамрăка вырăнти призыв пунктĕнчен ятарласа уйăрнă, дезинфекци туса тасатнă автомашинăсемпе сбор пунктне илсе çитереççĕ. Служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех пĕр çулталăка тăсăлĕ.

– Çĕршыва хÿтĕлесси таса та сăваплă тивĕç. Çак тивĕçе Елчĕк район каччисемпе хĕрсем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Çамрăксем салтак ятне яланах çÿлте тытса каялла ырă-сывă çаврăнса çитессе шанса тăратпăр, – палăртрĕ Сергей Юрьевич.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code