Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăла тăрăхĕн сумлă ывăлĕ

Пăла тăрăхĕн сумлă ывăлĕ

КĔСКЕ СПРАВКА
Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçлĕ пулнă Гурий Иванович Федоров – районта, республикăра малта пыракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ. 1994 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăха пĕр улшăнмасăр 26 çул ертсе пырать.

Гурий Федоров 1961 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă. Аслă Пăла Тимешри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Инженер-строитель специальноçне алла илнĕ хыççăн 1983 çултан тытăнса «Победа» колхозра вăй хунă.

Кашни çыннăн пурнăçĕ ĕçпе çыхăннă. Паянхи сăмахăмăр халăх шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăларакан, производствăри ĕçе пĕлсе тата тухăçлă йĕркелесе ертсе пыракан, çак тивлете кура аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмлакан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Гурий Иванович Федоров пирки пулĕ.

…Шăпах çĕршыв арканнă – чăл-пар саланнă тапхăрта йывăр тиевлĕ пысăк лава туртма тивнĕ пулин те çамрăк ертÿçĕ çухалса кайман, халăха тĕрĕс çул-йĕрпе ертсе кайнине халĕ Кавал, Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел ялĕсенче пурăнакансем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Вăл хăй умне çирĕп тĕллевсем лартнă, чи кирлĕ ыйтусене татса панă, хăй тавра анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалистсене пуçтарнă. Çапла майпа хуçалăха ура çине тăратма анчах мар, малтисен ретне кăларма та пултарнă.

Г.ФЕДОРОВ: «Эпĕ – телейлĕ çын. Пурнăçăма тăван район, тăван ял кун-çулĕпе çыхăнтарнăшăн савăнатăп, шăпана тав тăватăп. «Комбайн» хуçалăха аталантарассишĕн, унăн çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă ĕçсем çулсем иртнĕ хыççăн, пушшех, пĕрин хыççăн тепри аса килеççĕ. Вĕсем пурте тĕкĕр çинчи пек куç умĕнче»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем тахçанах хыçа юлнă пулин те экономикăра çирĕплĕх, пĕр тикĕслĕх çук чĕрĕ нуша тапхăрĕ – ал ылмаш мелĕпе ĕçленĕ, «чĕрĕ» укçа алла тытса курман вăхăтсем ытти ертÿçĕсен асĕнчен те тухас çук, паллах. Хаксен тан марлăхĕ – промышленность кăларакан таварсем ял çынни туса илекен продукцирен темиçе хут хаклăрах пулнине кура çĕнĕрен йĕркеленнĕ нумай хуçалăх йăл илеймесĕрех саланнă. Гурий Федоров ертсе пынипе йĕркеленнĕ çирĕп команда аллинчи «Комбайн» хуçалăх вара аталану çулĕ çине тăнă. Вĕсем кĕске вăхăтра республикăри чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен АПКн 100 предприятийĕн йышне кĕнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен элита репродукцири вăрлăхĕсене туса илессипе тата вĕсене сутассипе, ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх пулса тăнă. Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтернĕ хуçалăхра кашни отрасль, ĕç участокĕ малтанхи вăхăтран тытăнсах пысăк тупăшпа ĕçлесе пынă. Халĕ те кунта çĕр ĕçне наука хушнă пек йĕркелеççĕ, кашни пусăм лаптăкпа пĕлсе, туллин усă кураççĕ. Çĕр пулăхне пуянлатса тата агротехника требованийĕсене туллин пурнăçласа пыни кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме май парать. Ÿсен-тăран отраслĕнче çĕнĕлĕхсене алла илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕпчев-сăнав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе пĕр-пĕр ял хуçалăх культурин темиçе сортне акса çитĕнтерме уйрăм лаптăксем уйăраççĕ. Гурий Иванович çакна агрономи службин пархатарлă ĕçĕ тесе хаклать.

Чĕрĕк ĕмĕр ытла тапхăрта хуçалăха курăмлă ĕçшĕн нумай хутчен чысланă. Гурий Федоров шучĕпе, пĕрлехи вăйпа тăрăшса тимленин тивлетне кура çав çулсенче район, республика шайĕнче тивĕçнĕ наградăсем пурте сумлă, хаклă. Вĕсенчен пĕри – «1997 çулхи ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркеленĕшĕн» Дипломпа пĕрле Чăваш Республикин Президенчĕн парнине – «ДТ-75» йышши трактора парса чыс туни.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни те хуçалăха пысăк усă кÿрет. Асăннă отрасльти ĕçе тухăçлă йĕркелессине анчах мар, пахалăхлă продукци туса илессине те малти вырăна хураççĕ. Паха продукцие пысăк хакпа сутаççĕ.

Çак çулсенче пурлăх никĕсне çирĕплетессипе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе те калама çук нумай ĕç пурнăçланă – вĕсем те пурте халăх куçĕ умĕнче. Производствăн ăста организаторĕ хуçалăх территорийĕнчи тĕрлĕрен социаллă объектсене юсаса çĕнетес, тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшса пурнăçлакан ĕçсене хастар хутшăнать, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парать. Çакна тума ăна никам та хистемест. Пачах тепĕр майлă, тăван ял ырлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн вăй хума хăйне шăпа пÿрнине чи пысăк телей вырăнне хурать…

В.Д.СВЕКЛОВ, АПК ветеранĕ:

– Гурий Иванович Федоров – ял хуçалăх производствин ăста организаторĕ. Хуçалăх «çуралнă» вăхăтринчен тытăнса аса илес пулсан, çак тапхăрта хуçалăх пĕр утăм та каялла чакман, производство кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе анчах пынă.

Çирĕп ыйтакан ертÿçĕ, çав вăхăтрах çынна ăнланма, пулăшма та ялан хатĕр вăл. Йывăрлăха йышпа çĕнтерме пулнине ăнланакан ăслă ертÿçĕ хăй тавра çирĕп команда пуçтарнă – участоксене ертсе пыма хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсене, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене шанса панă. Ял хуçалăх предприятийĕн малашлăхĕ те пысăк.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code