Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çамрăксене аталанма пулăшас тĕллев çине пысăк тимлĕх уйăрни курăнать.
2024 çул вĕçĕччен 1,3 пинрен кая мар çĕнĕ шкул тăвассине, малашлăх тăватă çулта 16 пинрен кая мар çĕнĕ шкул автобусĕ туянассине, педагогика вузĕсене тĕпрен юсама тата техникăпа тивĕçтерме çитес икĕ çулта 10 миллиард тенкĕ уйăрассине палăртни çакна лайăх çирĕплетет. Тата 24 миллиард тенкине ялсемпе пĕчĕк хуласенчи культура çурчĕсене, библиотекăсене, музейсене çĕнетме ярĕç. Президент çавăн пекех çитес икĕ çулта вузсенче çамрăксем валли тÿлевсĕр 45 пин бюджет вырăнĕ уçассине палăртрĕ.
2021 çула Наукăпа технологисен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май федераци бюджетĕнчен гражданла тĕллевлĕ тĕпчевсем валли кăна 1,63 триллион тенкĕ уйăрĕç. Сăмах патшалăх пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсем пирки пырать – санитарипе биологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли шанчăклă хÿтлĕх йĕркелесси, водород энергетикипе энергие упрасси тата ытти те.