Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Санавиаци пулăшать

Санавиаци пулăшать

Вертолет пациенткăна Чăваш Республикин кардиологи диспансерĕнчен Раççейри Б.Петровский академик ячĕллĕ ăслăлăх центрне илсе çитернĕ.

Васкавлă пулăшу транспорчĕ республика тулашĕнчи пĕрремĕш рейсне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа хывнă. Чирлĕ хĕрарăма пĕр кун маларах Çĕмĕрлерен кардиодиспансера çав вертолетпах илсе килнĕ. Ăна вилĕмрен çăлассишĕн медиксен бригади пĕр талăк кĕрешнĕ. Иккĕмĕш кунхине телемедицина майĕпе федераци клиникин специалисчĕсемпе çыхăнса консилиум ирттернĕ, пациента Мускаври клиникăна эвакуацилеме йышăннă.

Шупашкар кардиодиспансерĕн тухтăрĕсем хăйсен сиплев меслечĕпе тата медицина оборудованийĕпе пациентсене ура çине тăратайманнине ăнланса Мускаври е ытти регионри ятарлă клиникăсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Тепĕр чухне пирĕн республикăри кардиологсен паха опычĕпе ытти çĕрте усă кураççĕ.

Вертолетра хĕрарăм сывлăхне ăста реаниматологсем тĕрĕслесе тăнă. Центра çитсен транспорт авиалапама анса ларнă. Çапла майпа пациенткăна кĕске вăхăтра тата хăтлă условире вырăна илсе çитернĕ.

Вертолета федерацин «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан укçа-тенкĕпе туяннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code