Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕнтерÿ диктанчĕ»

«Çĕнтерÿ диктанчĕ»

Çак ятпа ĕнер Раççей халăхĕ, çавăн пекех ют çĕршывсенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсене халалланă диктант çырчĕç.

Раççейре 3-мĕш хут йĕркеленнĕ акцие районта та хастар хутшăннă. Диктанта тĕрлĕ çĕрте вĕренекен тата ĕçлекен тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем – студентсем, шкул ачисем, депутатсем, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, çырнă.

Ыйтусене хуравлама 45 минут уйăрнă, диктанта пурĕ 25 ыйту кĕртнĕ. Заданисене историксем хатĕрленĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паллă датăсемпе, пулăмсемпе, çапăçусен географийĕпе, историре тарăн йĕр хăварнă çынсемпе, палăксемпе, ытти самантпа çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code