Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куççульпе савăнăç уявĕ

Куççульпе савăнăç уявĕ

Кăçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитнине уявларăмăр. 1418 талăк тăсăлнă вăрçă. Совет халăхĕн паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Вут-çулăм хирĕнче çеç мар, тылра та хастар ĕçленĕ халăх çавăн пекех Сăрпа Хусан тăрăхĕсенче окоп чавнă.

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Республика лапамĕнче çар парачĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕ. Чи малтанах вăл вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене уяв ячĕпе саламларĕ. Уявра парада Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ, йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, кадетсемпе çамрăк армеецсем тăсрĕç, ун хыççăн çар техники мăнаçлăн иртрĕ.

Аслă Çĕнтерĕве – куççульпе савăнăç уявне – районта та паллă турăмăр. Вăл коронавирус чирне пула унчченхи евĕр халăхăн пысăк ушкăнĕ хутшăннипе йĕркеленмерĕ пулин те, уявăн чапĕ пирĕн чĕресенче яланлăх упранать. Кашни ял тăрăхĕнче ăна хаваспа кĕтсе илчĕç, вĕренÿ, культура, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем вăрçăра пуçĕсене хунисене тата унтан таврăнсан çĕре кĕнĕ ветерансене халалланă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Интернет уçлăхĕнче те паттăрсене сума суса сăн ÿкерчĕксем, вăрçă нушине, Çĕнтерÿ савăнăçне евĕрлекен, халăх паттăрлăхне сăнарлакан видеороликсем вырнаçтарчĕ халăх. Çавăн пекех паттăрсен тăванĕсем онлайн мелĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хастар хутшăнса хăйсен вăрçăра çапăçнă тата тылра ырми-канми тăрăшнă аслашшĕ-асламăшĕсене, кукашшĕ-кукамăшĕсене пĕрлехи колонна йышне кĕртрĕç, вĕсен портречĕсене тытса сăн ÿкерттерчĕç.

Çак кун Елчĕкри Тĕп лапамра савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăнчĕ, салам сăмахĕсем каларĕ. Уява хутшăннă халăха çавăн пекех район пуçлăхĕ Алина Васильева, райадминистраци пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕç. Митинг хыççăн ертÿçĕсем ветерансен килĕсенче пулса фронтовиксемпе тата тыл ĕçченĕсемпе курнăçрĕç, салам сăмахĕсем каласа çапла палăртрĕç:

– Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Тайма пуç сире тĕлĕнмелле паттăрлăхăрпа чăтăмлăхăршăн. Сирĕн вăрçăри тата тылри мухтавлă ĕçĕрсем килес ăрусемшĕн этем чысĕпе тивĕçне, унăн сăпайлăхĕпе типтерлĕхне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулса юлĕç.

Палăртма кăмăллă, ветерансене тĕп уяв умĕн маларах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов та саламларĕ.

Шел пулин те, çĕнтерÿллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулран-çул чаксах пырать. Паянхи кун районта 4 вăрçă участникĕ, 46 салтак арăмĕ тата 289 тыл ĕçченĕ пурăнать. Майăн 9-мĕшĕнче вĕсем пурте ертÿçĕсен ячĕпе çырнă уяв открыткисене йышăнчĕç.

Мирлĕ тÿпешĕн тата çутă пурнăçшăн эпир ветерансен умĕнче пуçăмăрсене çĕре çити таятпăр.

Е.ПЕТРОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: паттăрсене асăнса тата тав туса палăксен умне чечек кăшăлĕсем хурасси – ырă йăлара.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code