Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налук енĕпе çăмăллăхсем

Налук енĕпе çăмăллăхсем

Республикăра предпринимательсене налук енĕпе те чылай çăмăллăх парас ыйтусене сÿтсе явнă.

Вĕсенчен пĕри – ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи патент мелĕпе ĕçлекен предпринимательлĕх çине лекекен тиеве чакарас тĕллевпе муниципалитетсен ушкăнĕсем тăрăх палăртнă çĕнĕ çăмăллăхсем. Пурĕ 5 ушкăн пулать. Вĕсенче бизнес налука тĕрлĕ коэффициентпа тÿлемелле пулать.Çакна шута хурас пулсан, кăçалхи 1-мĕш кварталшăнах 8,4 миллион тенкĕ тавăрса памалла. Çак укçана çулталăк вĕçĕнче маларах тÿленĕ налук пек шута илме пултарĕç.

Бизнесшăн кăмăллă улшăнусен списокĕ самай вăрăм. Пуçласа регистрациленнĕ предпринимательсен налук хушман тупăш виçи 12 миллионран 20 миллион тенкĕ таран пысăкланать. Транспорт налукĕ тĕлĕшпе паракан çăмăллăхпа ятарласа заявлени çырмасăр тивĕçтермелли йĕрке те, паллах, – меллĕ çĕнĕлĕх. Çакă çĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне янă çырура пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлеме чĕнсе каланинчен те паллă пулчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code