Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама темиçе çултанпах хăватлă техникăсемпе усă куракан «Победа» ОООра ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхĕ çÿллĕ шайра.
Ял хуçалăх предприятийĕнче тыр-пулпа пĕр çул ÿсекен курăксене акас ĕçе пуринчен малтан вĕçлени те çакна çирĕплетет. Ун хыççăнах кукуруза акма тухнă. Çак ĕçе те кал-кал йĕркеленĕ. Ĕне выльăх ĕрчетессине малти вырăна хуракан хуçалăхра ăна кашни çул çителĕклĕ лаптăкра çитĕнтереççĕ, «уй-хир пики» валли кăçал та 150 гектар уйăрнă.
/Хамăр корр./.