Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çара хатĕрленеççĕ вăйăсенче…

Çара хатĕрленеççĕ вăйăсенче…

Ĕнер районта çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен районти финалĕ уçăлчĕ. Коронавирус чирне пула иртнĕ çул ăна ирттерменччĕ, кăçал вара Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче 3 кун /ирхине 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен/ ирттерме йышăннă.

Çамрăк армеецсене райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн комиссарĕ Сергей Данилов тата ыттисем саламларĕç, çирĕп ăмăртусенче тĕрĕсленсе чи çивĕччисене мала тухма сĕнчĕç.

Виçĕ кун хушшинче вĕренекенсем чылай конкурспа тупăшусенче ăмăртĕç. Чи малтанах командăсем стройпа ăста утма пултарнине кăтартса пачĕç. Унтан çарпа патриотизм темисемпе çыхăннă теори ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Çамрăк армеецсем тĕрлĕ конкурссене – «Эпĕ – Раççей гражданинĕ», «Çĕнтерÿ патне – утăмсем», «Пăшалтан пересси», «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» тата ыттине те активлă хутшăнĕç. Вăйăсем ыран вĕçленĕç.

Çак виçĕ кунхи тĕрĕслев вĕренекенсемшĕн пурнăç урокĕ пулса тăрать. Арçын ачасемшĕн уйрăмах усăллă вĕсем – çакăн евĕр вăйăсенче пиçĕхни, тăрăшса тренировкăсем ирттерни малашне вĕсене çар ретне тăрсан пулăшса пырĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: çамрăк армеецсене Сергей Данилов çар комиссарĕ саламланă самант; «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code