Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Минимум пысăкланать

Минимум пысăкланать

2021 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртнă.

Тĕрĕссипе, ăна авăн уйăхĕнчех 8035 тенкĕ чухлĕ çирĕплетнĕ. Раççей шайĕнче 9512 тенкĕ тесе палăртнă пулнă. Каярахпа Раççей Правительствинчен çĕнетнĕ прогноза шута илекен телеграмма килнĕ – çĕршыв шайĕнче ăна 10022 тенкĕ тума йышăннă. Çак кăтарту республика минимумне тÿррĕнех витĕм кÿнĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сĕнĕвне, минимума 8466 тенке çитерме, малтан палăртнинчен 5,4 процент ÿстерме йышăннине Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырланă. Ку виçе кăçалхи шайран 531 тенкĕ пысăкрах.

Унпа пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пенси илекен ватăсене паракан хушма тÿлеве шутланă чухне усă кураççĕ. Çавна май 2021 çулта çак тÿлеве илекенсен йышĕ 3 пин ытла çын чухлĕ пысăкланмалла – 25 пин ытла пенсионер хушма укçа илме тытăнмалла.

Кăçалхи виççĕмĕш кварталта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе те пысăкланать. Асăннă тапхăрта, иккĕмĕш кварталтипе танлаштарсан, апат-çимĕç мар таварсем, ЖКХри, транспортпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсем хакланнине шута илсе пурăнма кирлĕ виçене утă-авăн уйăхĕсемшĕн 0,4 процент пысăклатассине ырланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code