Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрлăхĕ манăçми

Паттăрлăхĕ манăçми

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… Пирĕн чечекленекен Тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем ним систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтнĕ, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ.

1941 çулхи кĕркунне тăшман Мускав çывăхне пыма пуçласан СССР ертÿçи стратегиллĕ йышăну тунă – нимĕçсем пирĕн тĕп хулана илес пулсан вĕсен çулне тылри хÿтĕлев чиккисем туса пÿлмелле. Çапла вара Сăр тата Хусан чиккисене хÿтĕлев сооруженийĕсем тума палăртнă, вĕсем Хусан, Куйбышев, Чĕмпĕр хулисене кĕриччен фашистсене чарма хатĕрленсе тăнă.

Сăр тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисене Уза, Няньга, Сăр, Чардыш сылтăм енчи юхан шывсем хĕрринчи Мари, Чăваш çĕрĕн лаптăкĕсенче, Мордва АССРĕн, Горький, Пенза, Саратов тата Чĕмпĕр хутлăхĕсенче туса лартнă. Ултă çар сооруженийĕ йĕркеленĕ, тăваттăшне Сăр строительстви чиккипе – Çĕмĕрле, Етĕрне, Улатăр, Пăрачкав тăрăхĕсенче тата Хусан тăрăхĕнчи ялсен çывăхĕнче йĕркеленĕ.

Патшалăх комитечĕ çирĕплетнĕ килĕшÿ хыççăн, Чăваш лаптăкĕнчи Сăр хÿтĕлев чиккине Улатăр районĕнчи ялсем кĕнĕ, çак хÿтĕлев чиккисене фашистсенчен Чăваш Республикинче 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942-мĕш çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕччен тунă. Чăваш Ен историйĕн архивĕ тăрăх çак ĕçе тумашкăн 200 пине яхăн çын ĕçлени паллă. Ку вăл республикăри ĕçлеме пултаракан çыннăн виççĕмĕш пайĕ шутланнă.

Чăвашри Сăр çыранĕ хĕрринчи ĕçсем юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланнă. Унта ĕçлеме 17 çултан аслăраххисене тата сывă çынсене янă. Анчах та унта 15 е 16 çулхи çамрăксем те ĕçленĕ. Пур ĕçлеме пултаракана та /ытларах хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсене/ Чăваш Енри пур районтан та окоп чавма турттарнă. Кашни кун, пĕр кану кунĕсĕр 10-12 сехет ĕçленĕ. Ĕçĕ питĕ йывăр пулнă, çитменнине тата çанталăкĕ 35-40 градусран та сивĕ тăнă. Вăл вăхăтри документсем тăрăх 1941 çулта сивĕ 50 градуса та çитнĕ. Ĕçлекенсене апачĕ те çителĕклĕ лекмен.

Пурăнма та йывăр пулнă. Çынсем çĕр пÿртсенче, палаткăсенче, бараксенче, хÿшĕсенче çĕр каçнă. Вырăнти уйрăм çынсем патĕнче хваттерте вуншарăн е ытларахăн та пурăннă. Ахаль те начар тумтир ĕç вăхăтĕнче час çĕтĕлсе тухнă, çавăнпа та унта ĕçлекенсем сутса çÿрекенсенчен пушăт е çăпата туяннă. Апата ялан пĕр евĕрлĕ çитернĕ.

Ĕçлекен çамрăксем шăнса пăсăлнă, çĕр шăтăкĕсене ÿксе çĕрпе хупласа хунă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Хастар ĕçченсем 40 ытла кун хушшинче шартлама сивĕре пысăк калăпăшлă ĕç – 380 километр ытла хÿтĕлев конструкцийĕсем туса хураççĕ. Пурĕ пĕрле кăларса пăрахнă çĕрĕн калăпăшĕ 3 млн кубла метра çитнĕ.

Эпĕ Аслă Пăла Тимешре çуралнă, Кушкăри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн ратнери ват асаннесемпе аппасен те çав асапа тÿсме тивнĕ. Манăн асаттен – Илья Алексеевич Самаковăн амăшĕ – Александра Самакова тата унăн аппăшĕ Феодосия çĕршыва хÿтĕлекенсен чиккисене тунă вăхăтра окоп чавма хутшăннă. Вĕсем ирсĕр тăшмана çĕнтерес кăмăлпа выçлăхпа сивве те чăтса ирттернĕ. Пĕр-пĕрне ырă сăмахсемпе хавхалантарса лăплантарнă, çамрăк хĕрсене аслисем шăнса пăсăласран хăйсен тумтирĕсене пани те пулнă. Çăкăр татăкĕ те сĕнекенсем тупăннă. Тен, çавăнпах вĕсем Улатăр тăрăхĕнчен чĕрĕ-сывă таврăннă. Кайран Хветуç аппа чылай çул фермăра ĕçленĕ. Вăл манăн ват асаннерен кăшт маларах вилнĕ. Александра Самакова вара 90 çултан иртиччен пурăнчĕ.

Вăрçă пуçланнă вăхăтра кукаçи – Иван Матвеев тата кукамай – Валентина Матвеева 7 çулти ачасем пулнă /иккĕшĕ те вĕсем Патăрьел районĕнчен/. Кукаçин 17-ри аппăшĕсене – Ульянăпа Марийăна та ытти ялти хĕрсемпе пĕрле Сăр хÿтĕлев чиккине окоп чавма илсе кайнă. Çав тăрăхри ял çыннисем вĕсене хăйсем патне хваттере янă. Кунĕпе кĕреçепе тата лумпа ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн çамрăк хĕрсем кил хуçисене ĕне сума та пулăшнă. Ялне сывах таврăннă хăйсем. Кукамайăн аппăшĕ те – Наталия Федотова /Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнчен/ ытти çынсемпе пĕрле окоп чавма хутшăннă.

Паян эпир тăнăç пурнăçпа пурăнатпăр, мирлĕ тÿпешĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесене тав тăватпăр. Вĕсем хăйсен çамрăк пурнăçне шеллемесĕр пирĕн çĕр-шывшăн хаяр тăшмана хирĕç çапăçнă.

Серафима САМАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code