Патшалăх учрежденийĕсене пырса тивекен йышăну – автомобиль çулĕсен управленийĕн тата Çул çÿрев йĕркелĕвĕпе хăрушсăрлăхĕн центрĕн штачĕсем пысăкланни.
Пĕрер çын – вĕсем çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Транспорт министерствин ыйтăвĕсемпе ЧР Регион управленийĕн центрĕнче ĕçлĕç. Çавна май Упрдорпа çул çÿрев йĕркелĕвĕн центрĕн ĕçшĕн тÿлемелли фончĕсем 288-шар пин ытла тенкĕлĕх хутшăнаççĕ. ЦУРти шалу виçине шутласа кăларма йывăр мар: асăннă виçене 8 уйăх çине пайламалла…