Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ю.Карпов ячĕпе

Ю.Карпов ячĕпе

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăрăмри культура çуртĕнче СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов хăйĕн парнисене çĕнсе илессишĕн районти шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе турнир йĕркелерĕ. Сăлтавĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ: Европа, тĕнче шайĕсенче палăрнă атлет çав кун шăпах 65 çул тултарчĕ.

Юбиляра саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый çакна палăртрĕ:

– Юрий Карпова республикăра пĕлмен çын сахал пулĕ. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, çирĕп тĕллевлĕхĕпе вăл спортра Гиннес рекорчĕн номинантне çити çĕкленчĕ. Нумай ят-сума тивĕçнĕ пулсан та, района, тăван ялне нихăçан та манмасть: тĕрлĕ ĕç тума яланах пысăк пулăшу парать.

Леонард Васильевич ентеше Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн Тав çырăвне тата райадминистрацин хаклă парнине пачĕ.

Кире пуканĕ спорчĕн пропагандистне çавăн пекех ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинон Иванов, «Елчĕк ен» хаçат тĕп редакторĕ Николай Малышкин, «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ Петр Смирнов тата ыттисем те саламларĕç. Вячеслав Захаров савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕ.

Ю.Карпов хăйех спонсор пулчĕ те, 15 виçе категоринче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Пьедесталăн чи çÿлти картлашкине вара çаксем йышăнчĕç: Матвей Петров, Павел Филимонов, Виктория Павлова, Александр Максимов, Дарья Петрова, Кирилл Кузнецов /Елчĕк шкулĕ/, Злата Федорова, Анастасия Фомина, Дарья Федорова /Курнавăш/, Камилла Скворцова /Патреккел/, Кирилл Михайлов /Аслă Таяпа/, Денис Жуков /Çирĕклĕ Шăхаль/, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/. Турнирăн абсолютлă паттăрĕсене – Аэлина Чайкинăпа /Елчĕк/ Александр Константинова /Курнавăш/ Иван Егоровпа Владимир Павлов спорт ветеранĕсем хаклă призсемпе чысларĕç.

Командăсен зачетĕнче Елчĕк тата Аслă Таяпа шкулĕсем – пĕрремĕш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code