Çак кунсенче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитетĕн /ГКЧС/ председателĕ Олег Яковлев, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Валерий Зеленин тата ЧР Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов тата ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, ытти специалистсем хутшăннипе коллегин анлă ларăвĕ иртнĕ.
Ларăва республикăри хуласемпе районсен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан тĕп задачăсене – çуллахи вăхăтра ялсемпе хуласене, вăрмансене пушартан сыхласси, шыва кĕрес тапхăрта халăх шыва кĕрекен кÿлĕсемпе пĕвесене, юханшывсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – пăхса тухнă.
Республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим вăя кĕнĕ. Çавна май Гражданла оборонăпе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем çак тапхăрта мĕн тума юранипе юраманни, вăрман пушарĕсем пирки мĕн пĕлмелли пирки каласа кăтартнă.
Олег Яковлев палăртнă тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа ака уйăхĕ вĕçлениччен 515 пушар пулнă, çакă пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,5 процент сахалрах. Вут-çулăмра вилнисен шучĕ, шел те, кăçал 2,6 хут ÿснĕ – 50 çын пурнăçĕ татăлнă /пĕлтĕр 19/. Вут-çулăм ытларах пурăнмалли секторта алхаснă.
Раççей МЧСĕн, республикăри ГКЧСăн, ВДПО, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, ял старостисем вут-çулăма хирĕç кĕрешсе кунсерен рейд йĕркелеççĕ, вăрман çумĕнчи ял-поселока тĕрĕслеççĕ.
Халăхăн çакна пĕлмелле: пушара хирĕçле ятарлă режим вăхăтĕнче вăрманта тата ун çумĕнчи территорисенче, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе юнашарти лаптăксенче типĕ курăка çунтарма, кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме юрамасть.
Ларăва хутшăннисем Чурачăк ял тăрăхĕнчи пушар деповĕн ĕç опычĕпе паллашнă, Çĕнĕ Катек ялĕ çывăхĕнчи шыва кĕмелли лаптăкра водолазсемпе ирттернĕ вĕренĕве хутшăннă. Кунтах шыва кĕрес тата унра инкек тÿснисене пулăшас йĕркесене те пăхса тухнă.
Майăн 19-мĕшĕнче Олег Яковлев пирĕн районта пулчĕ, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне çитсе курчĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.