Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пуплев тĕрĕс аталантăр

Пуплев тĕрĕс аталантăр

Пуплев тĕрĕс аталанни – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл кăткăс та вăрах вăхăт йĕркеленекен пулăм.

Сăмах ачана аслисен тĕнчине кĕме пулăшать. Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек хуçаланмалла. Кунсăр пуçне йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшне ăнлантарма пĕлмелле.

Ашшĕ-амăшĕ ача сасăсене тĕрĕс каланипе каламаннине, шкула кайма пуçличченех вулама пĕлнипе пĕлменнине мала хурать. Анчах пуплев аталанасси кунпа кăна çыхăнман. Хăш чухне кăлтăксем пулни аслисене пăшăрхантарать. Хăçан специалистпа тĕл пулмалла? Çак ыйту чылайăшне шухăша ярать. Икĕ çулта ачан пуплевĕнче 10 сăмахран та сахалтарах пулсан, виçĕ çулта пуплев уйрăм сăмахсенчен çеç тăрсан, ача 2-3 сăмаха сыпăнтарса калаçма пĕлмесен, вăл мĕн калаçни ăнланмалла мар пулсан логопед пулăшăвĕ кирлех.

Виçĕ-тăватă çулхи ачан сăмахри сыпăксене, сăмах ритмне лайăх уйăрма пĕлмелле. Пилĕк-ултă çула çитсен те сасăсене тĕрĕс мар калани, предложенисене тĕрĕс мар йĕркелени, ÿкерчĕк тăрăх темиçе предложенипе ăнланмалла каласа парайманни, кĕске сăвва вĕренейменни е сас паллисене астуса юлайманни те пăшăрханмалли сăлтав.

Шкул çулне çитнĕ ачан хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле: савăт-сапа, сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир… Шел пулин те, паянхи ачасемпе калаçсан вăл ал шăлли, пурă, мулкач сăмахсене чăвашла мар, вырăсла анчах пĕлни курăнать. Ачан сăмах словарьне аталантарасси ашшĕ-амăшĕнчен, воспитательсенчен нумай килет. Килте унпа ятарласа ĕçлемесен те, яшка пĕçернĕ, çум çумланă е ытти ĕç пурнăçланă чух калаçмалла. Тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле ĕçлени пирки те каласа кăтартмалла. Çакă калаçу словарьне аталантарма, калаçăва çĕнĕ сăмахсем кĕртме пулăшать. Пилĕк-ултă çулхи ачан предложенисене тĕрĕс йĕркелеме пĕлмелле, сылтăм е сулахай, ĕнер е паян тата ыттине ăнланмалла.

Тĕрĕс калаçассинче пÿрнесемпе ĕçлени те пысăк вырăн йышăнать. Пÿрне мышцисем выляни ачан чĕлхине уçма пулăшать. Пластилинпа, конструкторпа, кубиксемпе, мозаикăпа ĕçлетĕр. Хăвăр чустаран çимĕçсем пĕçернĕ чух çак ĕçе вĕсене те явăçтармалла. Теттисене кĕрпе е пăрçа савăчĕ ăшне пытарса вĕсене шырама та сĕнмеллине палăртаççĕ специалистсем. Çакă пÿрне мышцисене аталанма пулăшать.

Ачапа уçăлма тухнă чухне йывăç çинчи вĕçен кайăксене е çурт чÿречисене шутлани та усăллă. Сылтăмра е сулахайра, малта е хыçалта мĕн пуррине ыйтни те вырăнлă. Ачасемпе пĕчĕкрен калаçма, вăл мĕн те пулин ыйтсан ăнлантарма ÿркенмесен, унпа тăтăшах интереслĕ пулăмсене сÿтсе явсан ăна кайран шкулта вĕренме çăмăл пулать.

О.МИЛЛИНА,
воспитатель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code