мелĕпе патшалăх паракан социаллă пулăшу кăçал та вăйра.
Çак пулăшăва сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансем, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен çемьесем тивĕçеççĕ. 2021-мĕш çулта та тăватă енлĕ пурнăçланать вăл:
– граждансене ĕç шыранă тапхăрта пулăшма;
– предприниматель ĕçне йĕркелеме;
– хушма хуçалăх çавăрма;
– çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен кирлĕ таварсем туянма укçа-тенкĕ уйăрса парасси.
Социаллă контракт мелĕпе ĕçе вырнаçиччен малтан пĕр хутчен 10361 тенкĕ илме пулать. Ĕçе вырнаçнă хыççăн вара тата виçĕ уйăх хушши 10361 тенкĕ тÿлесе тăма май пур. Çавăн пекех ĕçе вырнаçиччен, вĕренсе професси е хушма професси илме кăмăл пулсан, вĕренÿ курсне 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ, виçĕ уйăх хушши 5180 тенкĕ те 50 пус стипенди тÿлесе тăраççĕ.
Социаллă контрактпа усă курса предприниматель ĕçне йĕркелесе яма – 250 пин тенкĕ таран укçан парса пулăшаççĕ. Енчен те вĕренес кăмăл пулсан, ăна вĕренÿ курсне 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ. 250 пин тенкĕпе производство оборудованийĕ, арендăшĕн тÿлеме тата ытти ĕç хатĕрĕ илме пулать.
Хушма хуçалăха ертсе пымашкăн 100 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Ку направленипе те вĕренес кăмăл пулсан, вĕренÿ курсне 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ, анчах та вĕреннĕшĕн стипенди тÿлемеççĕ. 100 пин тенкĕ те пĕр хутчен тÿленет, унпа вăрлăхсем, выльăхсем, теплица, мотоблок, хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем туянма пулать.
Çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен таварсем туянма ултă уйăх хушши 10361 тенкĕ уйăрса парса пулăшма пулать. Патшалăх уйăракан суммăна çак категорири çемьесем куллен кирлĕ тавар, эмел, апат-çимĕç туянма, сипленме, коммуналлă тăкаксене тÿлеме яма пултараççĕ.
Çак направленипе:
– 18 çул тултарман ачасем çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те ĕçлемен инвалид пулсан;
– çемьере ĕçлемен мăшăр иккĕшĕ те инвалид пулсан;
– пĕччен ĕçлемен инвалид пулсан;
– тăватă е ытларах ачаллă çемьесем;
– çула çитмен çамрăк ачан ача пулсан;
– амăшĕ е ашшĕ икĕ е ытларах ача пĕччен çитĕнтерекен çемьесем тата граждансем пулăшу илме пултараççĕ.
Малтанах çемье е гражданин, сахал тупăшлă çемье тесе регистраци тухмалла. Ун хыççăн социаллă хÿтлĕх пайĕнче тепĕр хут заявлени çырмалла. Кун хыççăн ятарлă комисси палăртнă çемьесене пулăшу парасси çинчен йышăну тăвать. Çакăн хыççăн вара çемьесемпе е граждансемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ. Палăртса хăварас, пĕр çыннăн е çемьен пулăшăвăн пĕр енĕпе çеç усă курма пулать
Контрактри чи кирлĕ услови – уйăрнă укçа-тенкĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатма усă курмалла, палăртнă укçа-тенкĕ вак-тĕвек расхутсем валли мар, мĕншĕн тесен проект граждансене кризисран тухма пулăшас тĕллевлĕ. Çавăнпа та социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçлекен специалистсем социаллă контракт çирĕплетнĕ хыççăн уйăхсерен граждансем ĕçе вырнаçассине, профессие вĕренессине, çемьене медицина пулăшăвĕ парассине, вак-тĕвек бизнеса ура çине тăма пулăшассине тата ыттине те тĕрĕслесе пăхса тăраççĕ.
2021 çулта 60 социаллă контрактпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама федераци тата республика бюджетĕнчен пĕтĕмпе 5667 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 23 контракт çирĕплетнĕ.
Çемьери тупăш пĕчĕкленнĕ, маларах асăннă енсемпе социаллă контракт çырма кăмăл пулсан, районти социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтерме пултаратăр. Ыйтусене 2-55-70 номерлĕ телефонпа çыхăнсан татса парĕç.