Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ахальлисенчен те сиенлĕ

Ахальлисенчен те сиенлĕ

Хальхи тĕрлĕ технологи аталаннă вăхăтра çамрăксем хушшинче электронлă сигарет анлă сарăлчĕ.

Электрон сигаретсем ахальлисенчен те сиенлĕрех. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ палăртнă тăрăх, электронлă сигаретран тухакан пăс сĕтел-пукан, çи-пуç, урай çине ларать. Çакă туртаканшăн кăна мар, ун таврашĕнчи çынсемшĕн те питĕ сиенлĕ. Ахаль пирус туртнă пекех ÿпке, пуç мими, чĕре сиенленет. Астма аталанать, ÿпке шыçăнать тата ытти тĕрлĕ чир-чĕр çулăхать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе аслисен çамрăксене сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшмалла.

А.МОЛОСТВОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code