Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калча ÿсет чÿхенсе, Уй-хир юрлать киленсе!

Калча ÿсет чÿхенсе, Уй-хир юрлать киленсе!

Çур аки ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине Акатуй умĕн пĕтĕмлетесси ĕлĕкренех çирĕпленнĕ йăла. Çакна асра тытса маларах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Петр Тремасовпа тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе акнă-лартнă калчасем мĕнле ÿссе çитĕннине уй-хирсенче пулса курса хак пачĕ. Чи лайăххисене – çĕнтерÿçĕсене, паллах, комисси членĕсемпе канашласа, пурте пĕр шухăшлă пулса палăртрĕç. Вĕсене ыран, июнĕн 5-мĕшĕнче çĕр ĕçченне сума суса ирттерекен уявра савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ.

Елчĕк тăрăхĕн ытарма çук илемлĕ, куçпа виçейми анлă уй-хирĕсенче пулса курнă хыççăн районти çĕр ĕçченĕсем пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса вăй виçнине тепĕр хутчен ăнланса илетĕн. Кирек кам пулнă пулсан та çаплах çирĕплетсе каланă пулĕччĕ. Чи малтанах: аграрисем çĕрпе пĕлсе, тухăçлă усă курма тăрăшнине, уйсен, ун çывăхĕнчи çулсен, акăнакан анасем урлă иртекен электричество линийĕсене çыхăнтаракан юпасен /«Прогресс» АХО хирĕсенче вĕсем чи нумаййи – 1000 ытла/ культурине кирлĕ пек йĕркеленине те тĕп вырăна хурса хакламалла.

…Çĕр çыннин ĕçри ăнăçлăхĕ çут çанталăк условийĕнчен нумай килет. Вăл вара кашни çул тĕрлĕрен. Кăçал хĕл вăрăм пулчĕ, ăшă кунсем кая юлса килчĕç. Ун хыççăн та техникăна хире кăлариччен тăхтама тиврĕ – çумăр чăрмантарчĕ. Апла пулин те районти тыр-пул ăстисем малтан çирĕплетнĕ тĕллевсене туллин пурнăçланă. Чи кирли – ака ĕçĕсем пăтăрмахсăр, çын пурнăçне пырса тивме пултаракан инкек-синкексĕр иртнĕ. Çуртри, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, пурĕ 25000 гектар çинче, пысăк пахалăхпа – агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра акса хăварнă.

– Тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ пулнипе усă курса тыр-пула планпа пăхса хăварнинчен 100 гектар ытларах акса хăвартăмăр, – терĕ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов.

Ахальтен мар пирĕн района ака ĕçĕсене пуринчен малтан вĕçлеме тата тĕш тырă культурисене чи пысăк лаптăкра акса хăварма пултарнине республика шайĕнче палăртнă. Ĕçе тухăçлă йĕркеленин тĕп вăрттăнлăхĕ мĕнре? Çакна тÿррĕнех юлашки çулсенче районта нумай çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа пуянланма пултарнипе сăлтавламалла. Цифра чĕлхипе çирĕплетес пулсан 2017-2019 çулсенче ял хуçалăх организацийĕсем инвестици кредичĕпе, лизинг мелĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса вĕсене 338 миллион та 800 пин тенкĕлĕх туяннă. 2020 çулхи пĕрремĕш кварталта 317 миллион тенкĕлĕх /пурĕ 179 единица/, çав шутран «Яманчурино» ОООна – 34 миллион та 700 пин тенкĕлĕх, «Комбайн» ЯХПКна 35 миллион тенке яхăнлăх, «Рассвет» ЯХПКна 30 миллион тенке яхăнлăх вĕр çĕнĕ техника килсе çитнĕ. Чылай хуçалăх уй-хирĕнче ака комплексĕсем хуçаланаççĕ. Вăрлăха сеялкăпа варăнтарнипе танлаштарсан, паллах, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Ака комплексĕсен шучĕ районта кашни çул хушăнсах пырать. Кăçал, акă, ăна «Рассвет» ЯХПКра, «Яманчурино» ОООра /вĕсен халĕ ака комплексĕ иккĕ те пулчĕ/ туяннă. Самана таппи çĕр ĕç культурисене туса илес ĕçре çĕнĕ технологисене анлăн вăя кĕртме хистенĕ вăхăтра та иртнĕ ырă вăхăтра тĕп фактор пулса тăнă ĕç çыннине шутран кăларса пăрахаймăн. Мĕншĕн тесен кирек епле техникăна çын ĕçлеттерет. Уй-хирти ĕçсене пысăк пахалăхпа, шăйрăксăр пурнăçласси механизатортан нумай килет. Кашни ĕçе пĕлсе йĕркелеме вĕсене ял хуçалăх производствинче нумай çул вăй парса пухнă ăсталăх пулăшать. Сухаçăсен районти, республикăри ăмăртăвĕсенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă «Сатурн» ЯХПКри Владимир Кукурузов шăпах таврара хăйĕн ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Калчасем мĕнле шăтса тухнипе паллашакан ушкăнри ертÿçĕсем вăл акнă анасене пысăк хак пачĕç. Шанса панă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан районти механизаторсен ячĕсене тата та аса илме пулать.

Петр Тремасов шучĕпе, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче 24-30 градус шăрăх тăнине кура тăпрари нÿрĕкĕн пĕр пайĕ пăсланма ĕлкĕрнĕ пулин те, ял хуçалăх культурисем тухăçлă çитĕнес шанăç пысăк. Мĕншĕн тесен шăрăх пуçланиччен район уй-хирĕсенче çитĕнекен ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсенче, пĕтĕмĕшле нÿрĕк тытма та, çурхи тырăсене, ытларах пайне, акса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Ир акнă вăрлăх сая каймĕ. Калчасем мĕнле шăтса тухнă тăрăх хаклас пулсан та çакнах çирĕплетме пулать. «Сатурн» хуçалăхри кĕр тыррисем парка çитĕннине, шыв пек чÿхенсе ларнине курса пурте савăнчĕç. 12-мĕш уйри 53 гектар çинчи «Новоершовская» элита репродукцири кĕрхи тулă пĕр эрне каяллах чĕркуççи таран ÿсме, пуç сăхма та ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи культурăсене кунта августăн 23-мĕшĕнче акма тухнă, пĕр эрнере /пурĕ 250 гектар/ ĕçе вĕçленĕ те. «Сатурн» хуçалăхăн ытти анисенче те пĕр шăйрăк çук, пĕр çум курăк курмарăмăр.

«Рассвет» ЯХПКри пăрçа уйĕнче пулса курни те ертÿçĕсене тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хистерĕ: «Рассветсен» пăрçи чи лайăххи», – терĕç вĕсем пĕр шухăшлă пулса.

«Победа» ОООра кукуруза ани аякранах илĕртрĕ. 150 гектар йышăнакан «уй-хир пикине» çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм лаптăкра акса хăварма ĕлкĕрнĕрен вăл çирĕп вăй илме ĕлкĕрнĕ. Николай Головин директор каланă тăрăх, акиччен анана лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ – икĕ хутчен культиваци тунă. Хуçалăхра вара кашни çулах тухăçлă кукуруза çитĕнтернине пĕлетпĕр. «Пысăк продуктивлă ĕне выльăха хĕл кунĕсенче кукуруза силосĕпе умран юличчен тăрантаратпăр», – терĕ директор.

«АСК-Яльчики» ООО çак çулсенче çĕр улми туса илессипе анчах мар, тĕш тырă культурисене çитĕнтерессипе те тĕслĕх кăтартать. Ку чухне çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртме пултарнипе палăраççĕ вĕсем. Черетлĕ çур акири йывăрлăхсем те вĕсемшĕн чăрмав пулмарĕç, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен шăтаслăхĕ, вĕсен аталанăвĕ кирлĕ шайра. Çĕр улми лаптăкĕ 220 гектар йышăнать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче техника культурисене /рапс, горчица/ çитĕнтересси вăй илсе пырать. Ертÿçĕсем палăртнă тăрăх, вĕсене вăрлăх валли тата çу туса илнĕ çĕре усă курас тĕллевлĕ. Кăçал техника культурисене «Комбайн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, «Клевер», «Нива» агрофирма», «Урожай» ОООсенче, Анатолий Петров, Елена Цветкова, Александр Филиппов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пурĕ 1106 гектар акса хăварнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çĕр ĕçченне çур аки ĕçĕсене агротехника ыйтнă чи кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ятпа саламланипе пĕр вăхăтрах чи кирлине – шăтса тухнă тырра куç шăрçине сыхланă пек пăхса çитĕнтересси, çакăншăн пĕрлехи вăйпа тимлесси пирки аса илтерчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Сатурн» ЯХПКри чÿхенсе ÿсекен калчасем чуна яриех уçаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code