Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăйлисем çĕнтернĕ

Вăйлисем çĕнтернĕ

Ĕнер Аслă Елчĕкри стадионта спортпа туслисем, сывă пурнăç йĕркине парăннисем эстафета ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый саламланă.

Ăмăрту тăватă ушкăнра иртнĕ. Район администрацийĕн пайĕсен командисен хушшинче пĕрремĕш вырăна ял хуçалăх тата экономика пайĕсен пĕрлештернĕ команди йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – централизациленĕ бухгалтерипе МФЦ. Ял тăрăхĕсенчи спортсменсем финиша çак йĕркепе çитнĕ: Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш. Тĕп шкулсен йышĕнче Патреккелсем шанчăклăн çĕнтернĕ. Призерсен ретне Хăвăлçырмасемпе Аслă Таяпасем кĕнĕ. Вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисенчен Елчĕксене çитекенни пулман, Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем те пьедестал çинче тăма тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем шăматкун Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен эстафета чупăвне хутшăнĕç.

Хальхи вăхăтра сывлăха çирĕплетме, спортра пысăк çитĕнÿсем тума пĕтĕм майсем пур. Тĕп вырăн, паллах, «Улăп» ФОК. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче вăл, юсав ĕçĕсем хыççăн, хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code