Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 7-мĕшĕнчи 144-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Галина Валериевна КАРИНКИНА вĕрентекен ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл чăваш чĕлхипе тата литературипе шкул ачисем хушшинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери олимпиадăн çĕнтерỹçине хатĕрленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă премине тивĕçнĕ.

