Округри вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсем çитĕнỹпе час-час палăрни хавхалантарать. Вĕрентỹ сферинче çĕнĕлĕхе çул паракансене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарасси ырă йăлара. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри искусство шкулĕнчи хореографи класĕн преподавательне Светлана Ильинична КАРАМАЛИКОВĂНА вĕрентỹ сферинчи инновациллĕ ĕç-хĕлшĕн чысланă, укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă. Педагог ĕçне чунтан парăннине унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ.

