Çĕнĕ вĕренỹ çулне кашни вĕренỹ учрежденийĕ тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленнĕ. Тирпейлĕх, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрнăран шкул коллективĕсемшĕн çакă норма та пулса тăнă темелле.

Аслă Елчĕкри вăтам шкул чечек ăшне путнă тейĕн, капмар çурт тăршшĕпех тĕрлĕ çеçке ешерет. Геннадий Волков академика пысăк хисепе хуни уйрăмах палăрать кунта: палăк умĕ те, шкулти паллă ăсчаха халалланă музей те таса та тирпейлĕ, пуян материаллă. Ку çапла пулмалла та. Шкулта вĕренỹ, ĕç условийĕсем те çителĕклĕ. Пĕртен-пĕр ыйту — ачасен шучĕ çулсерен чакса пыни, кăçалхи вĕренỹ çулне 1-мĕш класа пĕр ача та вĕренме килменни пурне те пăшăрхантарать. Çапах та кăçал 10-мĕш класс пулни шкул коллективне савăнтарать, пĕлтĕр аслă классем те пулманччĕ-çке.
Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче вара пурнăç тапса тăрать тейĕн, воспитательсен куçĕсем те ялкăшаççĕ. Çапла пулмасăр, йĕри-таврари тирпей-илем, кашни утăмри çĕнĕлĕх, çулсерен пулса пыракан çитĕнỹсем хавхалану кỹреççĕ. Воспитательсем кунта яланах шыравра, шăпăрлансене тĕрлĕ енлĕ аталану парассишĕн вăй-халне шеллемеççĕ. Акă, агролаборатори ачасене кăна мар, аслисене те чăннипех кăсăклантарать, кунта тĕрлĕ ỹсен-тăран, пахча çимĕç малтанласа çитĕнтерме май пур. Ача сачĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕчĕк пахчара вара лаборатори пурнăç панă арбуз-дыня тата ытти пахча çимĕç паян тухăçпа савăнтарать. Комисси членĕсенчен нумайăшĕ тĕлĕнсе те ăмсанса пăхрĕ пахча çине. Ачасене апатлантарас ыйту çине те пысăк тимлĕх уйраççĕ, кунти столовăйра Роспортебнадзор ĕçченĕсем çитменлĕх тупаймĕç. Çурта ăшăлăхпа тивĕçтерекен котельнăйра та çỹллĕ шайри йĕркелĕх пулнине палăртрĕç комисси членĕсем.
Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕ тата психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центр кăçалтан ачасене урăх çуртра (унчченхи «Чебурашка» ача сачĕ) йышăнаççĕ. Педагогсем палăртнă тăрăх, халĕ пỹлĕмсем пысăкрах та хăтлăрах пулни пулăшăва лайăхрах йĕркелеме май параççĕ. Пултарулăх çуртне ачасем яланхиллех хаваспа çỹреççĕ, хушма пĕлỹ илеççĕ.
А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕн çурчĕсем физкультурăпа туслисене пур енлĕн аталанма май параççĕ. Уйрăмах шкул ачисемшĕн тĕрлĕ секци йĕркелени, кашни тĕспе уйрăм залра хатĕрленме май пулни паха. Спорт керменĕн шалти пỹлĕмĕсене кăна мар, урамри пысăк лаптăка та кунта ĕçлекенсем тирпейлĕхре тытаççĕ. Спорт шкулĕн директорĕ Иван Егоров пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра ФОКа çĕнĕ тренажерсем килмелле, кермене уçнă чухнехисем, паллах, кивелнĕ. Хул-çурăма çирĕплетекенсемшĕн ку пысăк парне пулĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра спорт керменĕпе юнашар «ăслă» спорт площадкине вырнаçтараççĕ. 16 миллион тенкĕ ытларах тăракан лаптăк спорт тусĕсене аталанма çĕнĕ майсем туса парĕ.
В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари вăтам шкулта классемпе пỹлĕмсене çулсерен тирпей-илем кĕртнипе пĕрле мĕн те пулин çĕннине тума тăрăшаççĕ. Акă, кăçал та, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курса, столовăйпа спорт зал умĕнчи коридора тирпейленĕ. Тĕрлĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем тăван шкул аталанăвĕшĕн паянхи кун та пăшăрханаççĕ, май пур таран пулăшу кỹреççĕ. Шкула таса та пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйтăва та татса панă кăçал, халĕ шыв ятарлă башньăран килет. Çавăн пекех шул коллективĕ, ашшĕ-амăшĕ тата ял халăхĕ тăрăшнипе кăçал ялта хоккей коробкине 4,5 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсаççĕ. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — халăх бюджечĕ» программи пулăшнипе малашне Лаш Таяпасем кăна мар, хоккей вăййине кăмăллакан ытти командăсем те хăтлă та пысăк стандарта тивĕçтерекен площадкăра вăй виçĕç.
Кушкă шкулĕнче вĕрентекенсем те ачасен шучĕ чакса пынипе пăшăрханаççĕ. 1-мĕш класа, малтанласа палăртнă тăрăх, пурĕ те 2 ача кăна килмелле. Вунпĕрмĕшсем те кăçал виççĕн çеç вĕренĕç. Шкул коллективĕн хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса кăçал пушар сигнализацийĕпе хыпарлав тата эвакуаци управленийĕн системине 1 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсанă.
Вĕренỹ çурчĕсене тĕрĕсленĕ май комисси хăрушсăрлăха тĕпе хурса путвалсене те тĕрĕсленĕ. Вĕсене вара кирлĕ шая çитермеллех.
Елена ИГНАТЬЕВА.

