Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлава хутшăнакан кандидатсене Чăваш Ен çыннисем палăртрĕç

Суйлава хутшăнакан кандидатсене Чăваш Ен çыннисем палăртрĕç

Июнĕн 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти майăн 24-30-мĕшĕсенче йĕркеленĕ малтанхи сасăлава пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă республика çыннисен шучĕ рекорд шайĕнче пулнă – 181 пин те 27 çын. Çĕнтерÿçĕсене халăх сасăласа палăртнă.

Малтанхи сасăлавăн тĕллевĕ мĕнре-ха? Суйлава хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрличчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти республикăра пурăнакансемпе канашлать: çынсем кама ытларах шанаççĕ? Чи нумай сасă пухнисене парти суйлава хутшăнма ирĕк парать. Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕсем иртĕç.

Кăçал иртнĕ малтанхи сасăлавăн хăйне евĕрлĕхĕсем пур. Уйрăмах палăраканни – çынсем электрон майпа сасăлани. Малтанласа шиклентерчĕ пулин те, çапах ку меслете суйлавçăсем çăмăллăнах йышăнчĕç. Çакна сасăлакансен шучĕ рекордла пысăк пулни те кăтартать. Чăнах та, килтен тухмасăрах сасăлама питĕ меллĕ-çке. Кунсăр пуçне цифра технологийĕсем сасăлава уççăнлăх кĕртрĕç.

Чăваш Ен çыннисен суйламалăх йыш пулнă: малтанхи сасăлава хутшăнма 220 кандидат регистрациленнĕ. Çĕршывра вăтамран регионта пурăнакансен 10 проценчĕ сасăланă пулсан, Чăваш Енре çак хисеп икĕ хута яхăн нумайрах. Е сасăлава республикăри кашни пиллĕкмĕш çын хутшăннă. Çакă 2016 çулхи кăтартусенчен пысăкрах.

Иртнĕ сасăлавăн тĕп сăмахĕсем – çĕнелни, конкуренци, тĕрĕслĕх – Чăваш Енри сасăлава тĕрĕс хак параççĕ. Регистрациленнĕ кандидатсен йышĕнче республикăн Патшалăх Канашĕнче ĕçленисем тата халĕ ĕçлекеннисем питĕ сахаллăн. «Пысăк политикăра» çĕнĕ çын нумай. Тĕслĕхрен, парти списокĕпе Патшалăх Думине каякан виçĕ çын йышне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кĕнĕ, Патшалăх Думин пĕр мандатлă округĕсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – вĕренÿ министрĕ Алла Салаева /Шупашкар округĕ/ тата Леонид Пронин предприниматель /Канаш округĕ/ çĕнтернĕ.

Кĕрешÿ чăннипех те çивĕч пулнă. ЧР Патшалăх Канашĕн кашни округĕнче вăтамран 7 кандидат регистрациленнĕ, РФ Патшалăх Думин икĕ округĕнче – 17 тата 19. Парти списокне лекессишĕн 31 çын тупăшнă.

Малтанхи сасăлавра партин республика списокĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова çĕнтернĕ. Вăл 128 пин ытла сасă пухнă. Уншăн сасăлава хутшăннисен 71 процентне яхăнăшĕ хăйĕн сассине панă.

Алена АРШИНОВА, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ:

– Кăçал малтанхи сасăлав электрон мелĕпе иртрĕ. Çакă кашни суйлавçа килтен тухмасăрах сасăлама май пачĕ. Çавăн пекех сасăлава пĕтĕмлетнĕ хыççăн кашниех хăйĕн сассине тĕрĕс шута илнине тĕрĕслеме пултарчĕ. Сасăлав питĕ уççăн иртрĕ. Пирĕн парти май килнĕ таран ытларах çынна сасăлава хутшăнтарассишĕн, кашнине хăйсен шухăшне калама майсем туса парассишĕн тăрăшать. Парти Чăваш Ен çыннисем малтанхи сасăлавра суйланă кандидатсене ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин суйлавĕсене хутшăнма ирĕк парать. Чи лайăххисене, чи тивĕçлисене палăртма пулăшнăшăн пурне те пысăк тав.

Комсомольски суйлав округĕнче /Комсомольски районĕн пĕр пайĕ, Канаш тата Елчĕк районĕсем/ ЮРИЙ ПОПОВПА ПЕТР КРАСНОВ малтанхи сасăлавăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Петр Степанович КРАСНОВ, малтанхи сасăлавăн çĕнтерÿçи:

«Хаклă ентешсем! «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавне хастар хутшăннăшăн сире тав тăватăп! Унта хутшăнса эсир ялсемпе хуласен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан хастар çынсем пулнине кăтартса патăр. Уçă кĕрешÿре суйлавра кама хăвăр кандидат пек, каярахпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пек курас килнине татса патăр. Тăван Чăваш Ене малашне те пĕрле аталантарăпăр».

Юрий Алексеевич ПОПОВ, малтанхи сасăлавăн çĕнтерÿçи:

«Комсомольски, Канаш тата Елчĕк районĕсен хисеплĕ çыннисем! Малтанхи сасăлав вĕçленчĕ. Эсир кĕркуннехи суйлавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен кандидат пулма чăннипех тивĕç çынсене суйларăр. Пирĕн округран унта 11 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Манăн кандидатурăшăн 5 пин ытла сасă патăр. Çапла майпа эсир мана ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнма май туса патăр. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче сасăласан эсир мана депутат пулса тăма пулăшатăр. Мана пулăшнăшăн сире пысăк тав!»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code