Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьери тăнăçлăх

Çемьери тăнăçлăх

икĕ енлĕ туслă çыхăнуран, килĕшÿрен, ăнланулăхран килнине кашниех чухлать. Çав вăхăтрах тĕрлĕ кăткăс ыйтусен авăрĕнче пĕр чĕлхе тупма пĕлни те кирлех.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ çемьери ăнăçуллă хутшăнусен вăрттăнлăхне уçса парас, тăнăçлăха çирĕплетес тĕллевпе çамрăк мăшăрсене тата пĕрлехи пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсене çемье психологĕпе тĕл пулма май туса панă.

ЧР юстици ĕçĕсен патшалăх службин «Ялан пĕрле» проекчĕпе килĕшÿллĕн Марина Назарова психолог тĕрлĕ лару-тăрура сиксе тухма пултаракан ыйтусен хуравне тупма, кирек хăçан та ăнланулăха мала хума сĕннĕ. Тĕл пулăва хутшăннисенчен нумай ыйту пулнине шута илсен те вăл усăллă иртни çинчен калать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code