Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вакцинаци – чи лайăх мел

Вакцинаци – чи лайăх мел

Коронавирус инфекцийĕн хăрушлăхĕ çуллахи тапхăрта чакасси пирки калатчĕç специалистсем. Анчах пачах урăхла: ÿсет çеç. «Ывăнни-и», хăнăхни-и е тимсĕрлĕх-и ку – сыхланасси çине нумайăшĕ алă сулнăн туйăнать. Хăрушă чир вара пачах шÿтлемест. Июнĕн 10-мĕшĕ тĕлне районта КОВИДпа чирленĕ 455 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 402-шĕ сывалнă, 13-шĕ вилнĕ. Çак цифрăсем пире кашнинех шухăшлаттарма тивĕç.

Хальхи лару-тăрура сыхлăхăн шанчăклă пĕртен-пĕр çăл куçĕ – вакцинаци. Çапах та çак енĕпе ял тăрăхĕсенче, уйрăм ĕç коллективĕсенче ĕçлесе çитерейменни палăрать. Ку тĕлĕшпе кашни ертÿçĕ хăй малтан тĕслĕх кăтартмалла. Çÿлерех палăртнă кун тĕлне районта пурăнакан 2136 çын прививка тутарнă. Тĕллев вара – 60 процент.

Эпидеми ыйтăвĕн çивĕчлĕхне шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та прививка пирки халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатма хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code