Çĕнĕ Эйпеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче 19 çул ытла ĕçлет Тамара Матвеева. 2016 çулта хута янă çĕнĕ ФАПра медицина сестрине ĕçлеме, ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу пама, профилактика мероприятийĕсем ирттерме мĕнпур услови пур.
Тамара Петровна Пăва хулинчи медучилищĕне пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Сывлăх сыхлавĕнче пуçтарнă опыт пĕчĕк мар – 40 çула яхăн.
Ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшса Т.Матвеева вĕсене вăхăтра диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларас енĕпе те çине тăрса ĕçлет. Юлашки çулсенче коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран хăй участокĕнчи çынсемшĕн тĕслĕх кăтартса чи малтан прививка тутарнă.
– Вакцинаци – инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Çĕршывра лару-тăру каллех çивĕчленсе пынă май вăхăтра вакцинациленни темрен те паха. Хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне сыхлар, – тет Тамара Петровна.
Сăн ÿкерчĕкре: Т.Матвеева.