Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун туртăмĕ

Чун туртăмĕ

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи Алена Кочетковăна пурнăç кустăрми тăван ене илсе çитернĕ. Мĕн пĕчĕкрен педагог пулма ĕмĕтленнĕскер малтанах кĕçĕн классене вĕрентекен пулас тесе педагогика училищи пĕтернĕ. Унтан çак енĕпех аслă пĕлÿ илнĕ. 2013 çулта район центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлсан ним иккĕленмесĕрех унта ĕçе вырнаçнă. Квалификацине анлăлатнă.

– Чун туртать ачасем патне. Пирĕн профессие çăмăлах тееймĕн, çапах кашни шĕвĕрккешĕн амăшĕ пекех йăваш, аслă аппăшĕ пек ырă юлташ та, вĕрентекен те пулма тăрăшатăп. Килĕшекен ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест, – тет Алена Геннадьевна.

Ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен хăпакан шăпăрлансем юратаççĕ ăна, чĕрçи çине пырса лараççĕ. Хальхи вăхăтра вăл 3-4 çулхи пепкесене пăхса воспитани парать. Çак ачасем шкул çулне çитичченех ун çумĕнче çитĕнеççĕ. Хăйĕн ачисене юратнă пек ăшшăн çупăрлать вăл пĕчĕкскерсене.

Тÿскел хĕрĕ унтах тымар янăран ялти общество пурнăçĕнче те хастар. Çавăн пекех вăл районти воспитательсем хушшинчи тĕрлĕ конкурс-мероприятисенче активлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти «Чи лайăх воспитатель» ята тивĕçрĕ. Маларахри тупăшура та призлă вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн кăçал Алена Кочеткова воспитателе район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.

В.КИРИЛЛОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: А.Кочеткова награда илнĕ хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code