Пĕрремĕшĕ: июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă пулăшăвăн çĕнĕ мелĕ вăя кĕнĕ: «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарма тытăннă. Социаллă тÿлеве илме граждансен хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕнче е нумай функциллĕ центрсенче заявлени çырмалла. Компенсаци çирĕплетессине 15 кунран кая юлмасăр татса памалла. Тÿлеве кварталта пĕр хутчен параççĕ.
Иккĕмĕшĕ: çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кашни кубла метршăн 17 пус ытларах тÿлеме тивет. Электричествăшăн хулара пурăнакансен кашни киловатшăн – 12 пус, ял çыннисен 8 пус ытларах тÿлемелле. Çавăн пекех йăлари хытă каяша илсе тухнăшăн палăртакан хак та ÿснĕ. Ялта пурăнакансен пĕр çын пуçне кашни уйăхра 51,71 тенкĕ, хула çыннисен 64,89 тенкĕ тÿлемелле.