Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Медиксен династийĕ

Медиксен династийĕ

Сăмах Кÿлпуçĕнчи Иван Петровичпа Федора Михайловна Петровсен çемйи пирки пырать. Вĕсем 10 ачана кун çути кăтартнă. Саккăрăшĕ /Раиса, Николай, Александра, Мария, Галина, Ольга, Григорий, Палладий/ чипер ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче Иван тетепе Хĕветура аппа тĕпренчĕкĕсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе сахал мар тăрăшнă. Ахальтен-и кашни ачи аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илсе тĕрлĕ ĕçре палăрнă. Тĕлĕнсе каймалли ку çеç те мар: çак çемьере медицина ĕçченĕсен профессийĕ ăруран-ăрăва куçса пырать.

1935 çулта кун çути курнă Раиса медсестрасен икĕ çуллăх курсне пĕтернĕ. Хăй çав вăхăтра больницăра лабораторире вăй хунă.

Палладий 1936 çулта çуралнă. Хăвăлçырмари 7 класлă тата Аслă Таяпари вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1955-1958 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче службăра тăнă. Ун хыççăн Донецк облаçĕнчи шахтăра вăй хунă. Вăл Донецкри М.Горький ячĕллĕ патшалăх медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă пĕлÿллĕ врач Комсомольскинче санэпидемстанцире тăрăшнă. Ун хыççăн, 1970-1980 çулсенче, Тутарстанри Çĕпрел районĕнче участок больницин тухтăрĕнче. 1982-1996 çулсенче Йĕпреç район больницин тĕп врачăн çумĕнче ĕçленĕ.

Тÿрех палăртса хăварам, Палладий Иванович çемйинче 6 медицина ĕçченĕ. Вадим ывăлĕпе Наталия кинĕ кардиолог-тухтăрсем. Игорь анестезиолог-реаниматолог. Унăн мăшăрĕ Алина акушер-гинеколог. Олег – уролог. Пĕр вăхăтра ку çемьере пиллĕкĕн тан диплом хÿтĕленĕ. Вадим Палладиевич Тюмень облаçĕнче пурăнать. Унти больницăн тĕп врачĕ. Медицина наукисен кандидачĕ. Мăшăрĕ кардиологи уйрăмне ертсе пырать.

Игорь Палладиевичпа мăшăрĕ Шупашкарти «Васкавлă пулăшу» клиникинче, Олег Палладиевич гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче тăрăшаççĕ.

Аслашшĕн, ашшĕпе амăшĕн ĕçĕ ăруран-ăрăва куçасси паян кун та татăлман-ха ку йăхра. Палладий Ивановичăн мăнукĕ Илья Игоревич пĕлтĕр Мускаври Сеченев ячĕллĕ медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Алина мăнукĕ Калуга облаçĕнче «Васкавлă пулăшу» фельдшерĕнче ĕçлет.

Палладий Иванович çулĕсем сулмаклă пулин те кашни çулах тăван яла килет. Сăмах май каласан, Петровсен ачисем Çимĕк кунĕнче яланах ашшĕ-амăшĕн вил тăприйĕ умĕнче пуç таяççĕ.

Александра Ивановна Хăвăлçырмари 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Канашри медицина училищинче пĕлÿ илнĕ. 1956 çулта направленипе Чăваш Тăрăмĕнчи акушер пунктне ĕçе вырнаçнă. Унтан Елчĕкри больницăна куçнă. Ача çураттаракан уйрăмра чылай çул аслă акушеркăра тăрăшса вун-вун пепкене çут тĕнче курма пулăшнă.

1963 çулта вăл Таяпа Энтри çамрăкĕпе – Геннадий Макаровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Геннадий Никандрович çар çынни пулнăран çемьен пурăнмалли вырăна час-часах улăштарма тивнĕ. Çав çулах мăшăрне Польша чиккине куçарнă май ăшпиллĕ хĕрарăм тухтăр Шаински колхозăн ача çураттаракан больницинче заведующире тăрăшнă. Унтан каллех çĕнĕ вырăн. Ужгородра та хăй суйласа илнĕ профессире ăсталăхне туптанă. Германие куçса кайсан çар госпиталĕнче, унтан Ашхабадра, Ташкентра тĕрлĕ клиникăсенче акушер-гинекологра, медслужбăн фельдшерĕнче те пиçĕхнĕ. Кирек ăçта та чăваш хĕрĕ тухтăр ĕçне тивĕçлипе, чун ыйтнă пек пурнăçланă. 1992 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан тепĕр икĕ çул рентген кабинетĕнче ĕçленĕ. Унăн медицинăри стажĕ – 40 çула яхăн.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

 

Нина ЛЕВАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code