Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Амăшĕн сукмакĕпе

Амăшĕн сукмакĕпе

Ĕнелĕнчи Яковлевсен йăхĕнче медиксен династийĕ чылай çул ăруран ăрăва куçса пырать.

Калама кăна, медицинăна парăннă тăван-хурăнташсен ĕç стажĕ – 380 çул ытла.

Вĕсенчен пĕри – Надежда Охотина медсестра. Тутарстанри Пăва хулинчи медицина училищине пĕтернĕ хыççăн районти тĕп больницăра ĕçлеме вырнаçнă. Надежда Анатольевна 20 çула яхăн ĕçлесе пуян опыт пухнă. Хальхи вăхăтра вăл эндоскопи тата ультрасасă диагностикин кабинечĕн медицина сестри.

Амăшĕн сукмакне икĕ хĕрĕ те такăрлатаççĕ. Аслă хĕрĕ Светлана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи факультетĕнче вĕренет. 4 курс пĕтерет. Ирина Шупашкарти медицина колледжĕн 2 курс студентки. Пулас сиплевçĕсем Елчĕкри тĕп больницăра медицина практики ирттереççĕ. Вĕсем кунта сиплевçĕн тĕрлĕ ĕçне, ăсталăхне хăнăхса пынипе кăмăллă.

– Чи пархатарлă та сăваплă професси – медицина ĕçченĕ. Алла диплом илсе çын сывлăхĕшĕн хамăртан килнине пĕтĕмпех тăвасчĕ, – теççĕ практикант-сем. – Кунти коллектив туслă. Опытлă тухтăрсемпе медсестрасем май килнĕ таран пулăшма, сĕнÿ-канаш пама тăрăшаççĕ. Тавах вĕсене.

Сăн ÿкерчĕкре: Охотинсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code