Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Смартфон пур – çырава хутшăн

Смартфон пур – çырава хутшăн

Монохромлă ЖК-дисплейлă пĕрремĕш смартфон 1994 çулта тухнă. 2012 çул тĕлне çавнашкал телефонсемпе миллиард çын усă курнă. Халĕ тĕнчере 8 миллиарда яхăн çын пурăнать, вĕсенчен çуррин ытла мобильлĕ гаджетсем пур.

Хальхи вăхăтра смартфонсем пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсемпе эпир япаласем туянма е кÿрсе килме ыйтма пултаратпăр, çĕнĕ хыпарсем вулатпăр, видео пăхатпăр, тăвансемпе тата юлташсемпе çыхăнатпăр, пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăратпăр, патшалăх учрежденийĕсен пулăшăвне илетпĕр. Кăçал вара смартфонсемпе Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хутшăнма май пур.

Тăван çĕршывăн çыравĕ – 2020 çулхи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Унта аталаннă мĕнпур çĕршывсем хутшăнаççĕ. Çырав кăтартăвĕсем тăрăх Халăхсен Пĕрлештернĕ Организацийĕ /ООН/ Çĕр чăмăрĕ çинче миçе çын пурăннине шутлать.

Пандеми пуçлансан ООН çĕршывсене çырава дистанци, онлайн мелĕсемпе ирттерме сĕннĕ. Урăхла каласан, Интернетра кашни харпăр хăй тĕллĕн анкетăсене тултарма пултарать. Цифрăллă çырав пĕтĕм тĕнчери статистиксемшĕн стандарт пулса тăчĕ. Америкăра, Китайра, Великобританире ку мелпе малтан усă курма пуçланă.

Кăçалхи октябрьте иртекен Раççейри çырав халăхсем хушшинчи организаци ыйтнисене пĕтĕмпех тивĕçтерет. Унта хутшăнма Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленни, Андроид е iOS тытăмлă смартфон, планшет, компьютер, интернет çыхăнăвĕ кирлĕ.

Электронлă бланксене харпăр хăй пирки кăна мар, мăшăр, ачасем тата ашшĕ-амăшĕ пирки те çырса тултарма юрать. Çыравçăсем килсене тухса ыйтса çÿресе хут листасем çине çырнă чухнехи пекех хуравламалла.

Раççейре юлашки çырав 2010 çулта иртнĕ. Юлашки çулсенче çĕршывра улшăнусем чылай пулнă. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пире çĕршывра миçе çын пурăннине, наци тытăмĕ, халăхсем куçса çÿрени, вĕренÿ шайĕ пирки тĕрĕс пĕлме май парать. Çавăн пекех, обществăри ытти пулăмсене те яр уççăн çутатать. Вĕсем тăрăх социаллă пулăшусен çĕнĕ программисене йышăнĕç, çăмăллăхсен калăпăшне палăртĕç.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code