Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăтăк-путăка саплаççĕ

Шăтăк-путăка саплаççĕ

Хĕлле пăрлă çумăр çунăран асфальт çул кăçал вырăн-вырăнпа нихçанхинчен вăйлăрах арканнине палăртаççĕ специалистсем.

ДПМК «Яльчикское» ООО бригади округри çул-йĕрсем çинчи путăк-шăтăка юсама тытăннă, 4 хăватлă техника ĕçлет. Çул-йĕр работникĕсен ушкăнĕ ĕç пахалăхне ỹстерес тĕллевпе ĕçлев йĕркине çирĕп пăхăнать: ирхи вăхăтра вĕсем юсамалли лаптăксене тỹррĕн кĕтеслесе типтерлĕн касса кăлараççĕ, путăка тусанран тата асфальт ванчăкĕсенчен тĕплĕн тасатаççĕ. Кăнтăрла вара, сывлăш температури ăшăнсан, вĕсене вĕри асфальтпа бетон хутăшĕпе саплаççĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çул-йĕрсене юсас ыйтăва тимлĕхре тытать, кашни кунах вырăна тухса пурнăçланакан ĕç-хĕлпе паллашсах тăрать.

— Паянхи кун тĕлне 680 тăваткал метр шăтăк-путăка сапланă. Пĕтĕмпе илес пулсан, ĕç калапăшĕ пурĕ 4000 тăваткал метрпа танлашать, — пĕлтерет ДПМК «Яльчикское» ООО ертỹçи Вячеслав Сядуков.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Леонард Левый çул-йĕр ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code