Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕпĕр чирĕ

Çĕпĕр чирĕ

Иртнĕ çул Елчĕк округĕнче выльăха усал чир ернĕ, территорие карантина илнĕ тĕслĕх пулман. Африка чуми, уртаракан чир, Çĕпĕр чирĕ, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те пирĕн тăрăха чикĕ урлă каçма «хăяйман». Хальхи вăхăтра округри ветспециалистсем хуçалăхсенче сыхлав прививкисем йĕркелеççĕ.

Çĕпĕр чирĕ (Сибирская язва) — выльăх-чĕрлĕхпе çыннăн уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чирĕ шутланать. Вăл ỹт-тире, пыршăлăха, ỹпкене, карланкă парĕсене сиенлет. Ку чире пур континентра та тупса палăртнă, уйрăмах Хĕвел тухăç Африкăра тата Хĕвел анăç Азире сарăлнă вăл. Пирĕн республикăра выльăхсем унпа чирлени 1987 çулта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, 2002 çулта Тăвай районĕнчи Чутей ялĕсенче пĕрер тĕслĕх пулнă. Çĕпĕр чирĕпе килти пур йышши выльăх-чĕрлĕх те чирлет. Ăна спорăллă бактерисем пуçараççĕ. Вĕсем питĕ тỹсĕмлĕ, çĕр айĕнче çĕршер çул пурăнма пултараççĕ. Сиенленнĕ хыççăн чир хăвăрт аталанать, выльăх 2-3 кунтан вилме пултарать. Час-часах Çĕпĕр чирĕ выльăхсен апат çулне сиенлет (хырăмĕ хăпарса каять, юнлă варвитти пуçланать), ỹт-пỹ температури хăпарать, выльăх чĕтреме тытăнать. Чирлĕ выльăх шăкĕнче тата сĕтĕнче юн палăрать. Вилес умĕн выльăх çăварĕнчен те, хыçалтан та юнлă кăпăк тухать. Хăшĕ-пĕрин ỹт-пỹ сиенленет, ун пек чухне ỹт-тир çинче язвăсем палăраççĕ. Выльăхсем юн тытăмĕ пĕтĕмĕшле сиенленнипе вилсе каяççĕ. Сыснасен пуçĕ, мăйĕ шыçса хăпарать, вĕсем йывăррăн сывлама пуçлаççĕ. Çынсем Çĕпĕр чирĕпе чирлĕ выльăха пуснă вăхăтра, тирне сỹнĕ тата ăш-чиккине кăларса тирпейленĕ чухне сиенленме пултараççĕ. Ирĕксĕр пусма тивнĕ чирлĕ выльăхăн ашне çини те çын сывлăхĕшĕн питĕ хăрушă. Асăннă чиртен сыхланас тесен выльăх-чĕрлĕх хуçисен ятарлă правилăсене пăхăнмалла:

  • çĕнĕ выльăх туянсан ун пирки вырăнти ветспециалистсене пĕлтермелле, ăна шута илмелле;
  • выльăхсене ветсправкăпа кăна туянмалла;
  • туяннă выльăха 30 куна карантина тăратмалла;
  • килти тата пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенчи выльăхсене Çĕпĕр чирĕнчен сыхланса вăхăтра вакцинаци тата ревакцинаци тутармалла;
  • выльăхсем чирлесен е вилсе кайсан çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле;

Çĕпĕр чирĕ питĕ хăрушă ерекен чир. Выльăхсене вакцинаци тумасăр хăварар мар. Çăмăлттайлăх пысăк сиен кỹме пултарать.

Д.БАЙМУШКИН,
округри ветстанцин начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code