Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирленисене уйрăм тимлĕх

Чирленисене уйрăм тимлĕх

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен РФ Правительствин июнĕн 18-мĕшĕнчи 927-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн граждансен диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли йĕркене хăш-пĕр хушусем кĕртнĕ. Унта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирленисене тĕплĕ диспансеризаци витĕр кăларассине палăртнă.

Приоритетлă ушкăнри пациентсен йышне пĕр вăхăтрах темиçе тĕрлĕ чирпе чирлекенсем /шала кайнă чирсем пĕрререн нумайрах пулсан/ тата коронавирус чирĕпе аптăранисем; шала кайнă чир çук, çапах COVID-19 чире ирттернисем тата шала кайнă 1 чир пуррисем.

Коронавирус инфекцине чирлесе ирттернĕ граждансен диспансеризацин тата профтĕрĕслевĕн 1 тата 2 тапхăрĕпе килĕшÿллĕн тĕпчевсен списокне анлăлатнă. Халĕ диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче чи малтанах çаксене пурнăçлаççĕ:

– юнри кислород çăралăхне /сатураци/ виçеççĕ;

– 6 минут уттарнă хыççăн сатураци тăваççĕ, пациентăн хăçан сывлăш пÿлĕннине, шыçăнчăклăх хăçан палăрнине сăнаççĕ/;

– спирометри тĕрĕслевĕ ирттереççĕ;

– пĕтĕмĕшле юн анализне тĕрĕслеççĕ;

– юнăн биохимилле анализне илеççĕ;

– юнри Д-димер концентрацине палăртмалла;

– кăкăр кăшкарĕн органĕсене рентген пăхаççĕ /енчен те маларах çулталăк хушшинче тĕрĕслемен пулсан/.

Кăтартусем алăра пулсан 2 тапхăрта çак тĕпчевсем хушăнаççĕ:

– эхокардиографи тумалла /сатураци 94 процент е унран та пĕчĕкрех пулсан, 6 минут утнă чухнехи тест кăтартăвĕсем тăрăх/;

– юнри Д-димер концентрацине палăртнă хыççăнхи кăтартусем тăрăх урари венăсене тĕрĕслеççĕ.

Тĕплĕ диспансеризацин тĕрĕслевĕсем тăрăх гражданинăн шала кайнă инфекциллĕ мар чир тупăнсан, вăл çĕнĕ коронавирус чирне пула тупăннă пулсан, çынна диспансер урлă сăнаса тăраççĕ. Анализсене тĕрĕслесе тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.

Ковидпа чирленисене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухма чĕнетпĕр. Хамăр сывлăхшăн тăрăшмаллах, диспансеризаци ку енĕпе пысăк пулăшу кÿрет.

Аса илтеретпĕр: 40 çултан иртнĕ ĕçлекен çынсене çулталăкра пĕр кун профилактика тĕрĕслевĕ е диспансеризаци тухма кану кунĕ параççĕ. 18-39 çулсенчи ĕçлекен çынсен хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес тесе 3 çулта пĕрре кану кунĕ илме пултараççĕ.

Л.ФОМКИНА,
профилактика кабинечĕн медсестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code