Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ялан тимлĕх кирлĕ

Ялан тимлĕх кирлĕ

Чăваш Республикин ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче оперативлă службăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Чи малтанах «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тухса калаçнă. Отчетлă тапхăрта шута илнĕ преступленисен йышĕ ÿснĕ. Ку вăл ытларах ют çынсен пурлăхне çаратасси тата вăрласси нумайланнипе çыхăннă. Комсомольски районĕнче 64, пирĕн районта 46 преступлени тунине регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11,1 процент нумайрах. Елчĕк ял тăрăхĕнче преступленисен шучĕ 15-рен 18, Лаш Таяпара /2-8/, Тăрăмра /0-2/, Çирĕклĕ Шăхалĕнче /4-6/, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче 5-рен 7 таран ÿсни пăшăрхантарать.

Калас пулать, саккуна пăсакансен йышĕнче – ытларах ниçта та ĕçлеменнисем, маларах та судпа айăпланнисем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем. Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем профилактика ĕçне вăйлатнăран, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕрен йĕркене ÿсĕрле пăсакансен йышне чакарма май килнĕ. Унччентерех тунă преступленисене тупса палăртас ĕçе те ятарлă контроле илнĕрен преступленисене уçса пама май килнĕ.

Комплекслă ĕçленине пула çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ырă енне улшăннă. Палăртнă тапхăрта вĕсем преступлени туман. Анчах та йĕркене пăхăнманшăн районта 29 административлă протокол çырнă, çав шутран ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе – 25, ачасен тĕлĕшĕпе – 4.

Ултă уйăхра çул-йĕр çинчи инкексем чакнине палăртмалла /38,8 процент чакнă/. Икĕ районта кăçалхи çак тапхăрта 11 аварие регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 17 çын аманнă. Çапах та руль умне ÿсĕрле ларнă 52 водителе тытса чарни тимлĕхе самантлăха та çухатмалла маррине кăтартать. Обществăлла вырăнта преступлени тăвасси ÿссе пынине те палăртмалла. Онлайн мелĕпе преступниксенчен хур куракансен йышĕ ÿсни те тарăн шухăша ярать. Шел пулин те, халăх телефонпа шăнкăравласа улталакансенчен хÿтĕленме хăнăхса çитеймест. Ултавçăсене çăмăллăн ĕненсе ÿксе пăхăнаççĕ, вĕсене хăйсен аллипех укçи-тенкине куçарса параççĕ. Тимлĕ пуласчĕ, палламан-пĕлмен çынсемпе хутшăнăва та, калаçăва та кĕрес марччĕ, карттăпа е ытти харпăр хатĕрсемпе çыхăннă номерсене, кодсене никама та пĕлтерес марччĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code