Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вар-хырăм чирĕ сарăлать

Вар-хырăм чирĕ сарăлать

Чăваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрĕ шăрăх вăхăтра халăха тимлĕ пулмаллине, хĕвел е ăшă анратасран, вар-хырăм чирĕсенчен тата апат-çимĕçпе наркăмăшланасран сыхланмаллине аса илтерет.

Шăрăхра рационран çуллă апата кăлармалла, ăна улма-çырлапа тата пахча-çимĕçпе пуянлатмалла. Ку вăхăтра пляжра пулни те организмшăн сиенлĕ.

Çулла вар-хырăм чирĕсем те вăй илеççĕ, çавăнпа та санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Апат-çимĕçе 6 градус ăшăрах вырăнта тытсан вăл часах пăсăлĕ. Хĕвел айĕнче сутакан апат-çимĕçе туянни, пĕçермен апата пĕçернипе пĕрле упрани вар-хырăм чирĕсене сарăлма пулăшать. Апатланас умĕн алăсене супăньпе çусан, апат-çимĕçе çиес умĕн анчах хатĕрлесен, уçă çăлкуçсемпе пусăсенчи шыва ĕçесрен асăрхансан инкекрен упранма пулать.

Енчен те вар-хырăм чирĕпе аптăрарăр пулсан, хамăр тĕллĕн сипленмелле мар, тÿрех тухтăртан пулăшу ыйтмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code