Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем ял сăн-сăпатне çĕнетсех, илемлетсех тăраççĕ.
Тирпей-илемшĕн тăрăшакансенчен пĕри – Лаш Таяпари Анатолий Арефьев. Вăл çу вăхăтĕнче кану вырăнне çаврăннă пĕве хĕррине саксем туса лартнă. Кунтах шашлăк пĕçерме мангал та пур. Хăйăр çинче хĕртĕнме те аван.
Çавăн пекех Яманчÿрелĕнчи Надежда Сергеевăпа Петр Ермолаев ялти часавая пăхса, территорие тирпейлесе тăраççĕ. Петр Николаевич ял старости. Вăл пур çĕрте те пуçарулăх кăтартать. Надежда Петровна ялти клубра ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăнать.