Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйту сахал мар пăхса тухрĕç.

Экономика ларăвĕнче

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Экономикăн аслă канашĕн черетлĕ ларăвĕнче Леонард Левый районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Форума Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс хутшăнăвĕсен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пынă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, çавăн пекех тĕрлĕ отрасль министрĕсем сăмах илнĕ, район аталанăвне хак панă.

Халĕччен курăмлă ĕç сахал мар пурнăçланă пулин те, Леонард Васильевич уйрăм çурт-йĕр строительствинче, гидротехника сооруженийĕсене харпăрлăха куçарассинче, предпринимательлĕхре тимлекенсене патшалăх пулăшăвĕсем пирки вăхăтлă информаципе тивĕçтерессинче тата ытти ыйтупа çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Иртнĕ çулсенче вĕренÿпе культура тытăмĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк пулман, кăçал вара патшалăх программисемпе пачах усă курма «маннă».

Йăлари хытă каяша

турттарса тухассипе малашне çĕнĕ организаци – Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО ĕçлĕ. Çакăн пирки райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пĕлтерчĕ. Коллектив, договорпа килĕшÿллĕн, çак ĕçе çулталăк тăршшĕпе пурнăçлĕ. Ятарлă çĕнĕ автомашина çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче çула тухнă ĕнтĕ. Малашне ыйтусем пулсан 2-64-66, 2-52-44 номерлĕ телефонсемпе çыхăнма пулать. Пĕтĕм районсенче регион операторĕсен штачĕсене пĕтернĕрен, тÿлевпе сиксе тухакан проблемăсене Шупашкарти «МВК «Экоцентр» организаципе /8/8352/70-98-58/ калаçса уçăмлатмалла.

Тÿлев тенĕрен, ку енĕпе Елчĕк тăрăхĕ яллă районсем хушшинче 1-мĕш вырăнта – 93 процент. Ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем /93,74 процент/ пĕрремĕш кунранах малти позицине алăран вĕçертмеççĕ пулсан, Кĕçĕн Таяпасемпе /76,74/ Лаш Таяпасен /79,6/ вара малалла туртăнмаллах.

Йăлари хытă каяша вăхăтлăх пухса пымалли площадкăсене пирĕн тăрăхра питĕ килĕшÿллĕ туса вырнаçтарнă. Леонард Васильевич каланă тăрăх, кунашкалли республикăра та çук. Управлăх чăннипех питĕ шанчăклă: вĕçен кайăк та, йытă-кушак та сапалаймĕ çÿп-çапа. Çав вăхăтрах контейнерсемпе вĕсен «çурчĕсене» яланах тĕрĕс-тĕкеллĕхре тытни кирлĕ. Таврашĕнче вĕлтĕрен-пиçен ашкăрса тирпей-илеме ан хуплатăр.

Сăтăр туни чуна хуçать

Елчĕкри культурăпа кану паркĕ тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн сывлăха çирĕплетмелли, пушă вăхăта усăллă ирттермелли, аякри килен-каяна паллаштармалли чаплă вырăн пулса тăчĕ. Унти тирпейлĕхпе хăтлăха куллен тивĕçлипе тытса тăрассишĕн тирпейлÿçĕсемпе чечек ăстисем сахал мар тăрăшаççĕ.

Кану паркне çÿреме чару çукки паллă-ха, çапах та вăл хăйсене выльăх пек тытакансемшĕн мар! Ирхине унта кĕрсен çĕр-каç Акатуй иртнĕ тейĕн – тасамарлăх хуçаланать. Скульптура композицийĕсене, спорт оборудованийĕсене унтан-кунтан сиенленине мĕнле ăнланмалла-ха тата?

Çамрăк пуçтахсем, тĕттĕмлĕхре унта пуçтарăнакансем, хаçат-журналпа туслă марри вăрттăнлăх мар, вĕсем çак йĕркесене вуламĕç те. Анчах ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕн çĕрлехи вăхăчĕпе интересленмеллех.

Çĕннине, лайăххине сăтăр тăвасси хăшĕ-пĕрин ăс-тăнĕнче çирĕпленнĕ йĕрке пулнăнах туйăнать. Обществăлла вырăнти кашни япалана килти пурлăха упранă пек упрама вĕренесчĕ…

Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов тухса калаçрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code